12 декабря 2008 г.
Район депутачĕсен кăçалхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ “Красноармейски районĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕ 2009—2011 çулсенче” районти тĕллевлĕ программăна çирĕплетрĕ.
Районта çуллен 30 ытла пушар тухать. 2006 çулта, акă, вĕсен шучĕ 40-е çитнĕ, 2007 çулта — 38. Виçĕм çул — 1 çын, пĕлтĕр 3-ĕн вут-кăварта çунса вилнĕ. “Хĕрлĕ автан ташши” 2006 çулта — 420831, 2007 çулта 724607 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Çаксем вут-кăвартан асăрханас, пушара хирĕç кĕрешекен службăна тытса тăрас енĕпе татăклă мерăсем йышăнма хистеççĕ. Бюджетран укçа-тенкĕ сахал уйăрни те пушара хирĕçле мероприятисем йĕркелесе ирттерессине хавшатнă. Акă, Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕнчи пушар сÿнтермелли 5 автомашинăран 4-шĕн эксплуатаци срокĕсем тухнă, çавăн пекех газпа тĕтĕм хÿтĕленĕвĕн службин автомобилĕ те çук, сывлав аппарачĕсене улăштармалла, пушар чаçĕн çуртне юсамалла.
Ялсенчи пушара хирĕç кĕрешекен йĕркелÿсем те укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Халĕ ĕçлекен саккунсем ял хуçалăх предприятийĕсенче пушар хуралне йĕркелеме хистеççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр предприяти-организаци ертÿçисем пушара хирĕç кĕрешмелли мероприятисем ирттермесĕр укçа-тенкĕ перекетлеме пăхаççĕ, çавна май техника та кивелет, водительсем талăкĕпех дежурство тăрассине те йĕркелемеççĕ. Муниципаллă пушар хуралĕ те çук.
Çак çитменлĕхсенчен хăтăлас, пушар хăрушлăхне çирĕплетес, халăх сывлăхĕпе пурнăçне сыхлас тĕп тĕллевсене палăртса хăварнă та ĕнтĕ çÿлерех асăннă программăра. Пĕрремĕш тапхăрта (2009— 2010 çулсенче) пушар хăрушсăрлăхне йĕркелес енĕпе тĕп документсене йышăнмалла, кадрсене çирĕплетмелле, пушара хирĕçле программăна вăйлатмалла, пушар сÿнтермелли автомашина туянас тĕлĕшпе мероприятисем пурнăçа кĕртмелле, иккĕмĕшĕнче (2011 çулта) пушарсем сÿнтерессине йĕркелессине тата вĕсенчен асăрхаттарассине çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе мероприятисем ирттереççĕ.
Ку программăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 2178000 тенкĕ уйăраççĕ, çав шутра 2009 çулта — 910000, 2010 çулта — 1026000, 2011 çулта — 242000 тенкĕ. Укçа-тенкĕ çăл куçĕсем — 1500000 тенкĕ — район бюджетĕнчен, 678000 тенкĕ — ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен.
Çÿлерех асăннă программăри мероприятисене туллин пурнăçа кĕртни пушарсен хисепне, вĕсенче аманнисемпе вилнисен йышне пĕчĕклетме, пушар хăрушсăрлăхĕн эффективлă тытăмне туса хума, пушар хуралĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме май парĕ.