АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пурăнмалли çурт-йĕр-2008” операци мĕн кăтартрĕ?

12 декабря 2008 г.

 

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен районта “Пурăнмалли çурт-йĕр-2008” асăрхаттарупа профилактика операцийĕ иртрĕ.

Тишкерÿ çакна кăтартса парать: пушарсем эрех-сăрапа иртĕхекен çемьесенче ытларах тухаççĕ. Кăçал, ав, вĕсенче 5 хутчен вут-кăвар алхаснă, пĕлтĕр вара 2 пулнă. Пурăнмалли çурт-йĕрте пушар тухассинчен асăрхаттарас тĕллевпе çÿлерех асăннă операци вăхăтĕнче Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем комисси членĕсемпе пĕрле “йывăр” çемьесенче, инвалидсемпе тата пĕччен пурăнакансемпе ватă çынсен килĕсенче пулнă. Пурĕ вĕсем уйрăм 528 хуçалăха тĕрĕсленĕ, 756 çынпа вĕрентÿ йĕркеленĕ, халăха пуçтарса 11 пуху ирттернĕ, çурт-йĕрте пушар тухасран сĕнÿсемпе ятарлă асăрхаттарусем (памяткăсем) панă.

Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем çулталăк тăршшĕпех пыраççĕ пулсан та, тĕрĕслевсем уйрăм чылай хуçалăхсенче вут-кăвар сиксе тухасран правилăсене çав-çавах пăхăнма çине тăманнине çирĕплетеççĕ. Калăпăр, вĕсенче плафонлă светильниксем çук, электричество пăралукĕсем хавшаса çитнĕ, вĕсем усăнса тăраççĕ, электрощитсенче килте ăсталанă предохранительсемпе усă кураççĕ, хутмалли кăмакасене юсамаççĕ, хăрăмран тасатмаççĕ, тĕтĕм çулĕсене штукатурка туса шуратмаççĕ, кăмака умне 0,7—0,5 метр калăпăшлă тимĕр листасем çапса хумаççĕ, электрооборудование вырнаçтарнă тата усă курнă чухне пушартан сыхланмалли правилăсене пăсаççĕ, утă-улăма çурт-йĕр çывăхĕнчех упраççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрте пушар тухассинчен асăрханас тесен, ку çитменлĕхсенчен васкасах хăтăлмалла, вут-кăвартан сыхланмалли çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:

— чĕртнĕ газ плитисене никамсăр хăвармалла мар, вĕсем çинче кĕпе-тумтир типĕтме юрамасть, плитасене харпăр хăй тĕллĕн юсама кирлĕ мар, газ плитисемпе çурт-йĕре ăшăт-машкăн усă курма сĕнмеççĕ;

— утюгпа çунман подставкăсăр усă курма, чĕртнĕ электроприборсене никамсăр хăварма,килте хатĕрленĕ ăшăтмалли хатĕрсене ĕçлеттерме юрамасть;

— кăмакасене хăвăрттăн çунакан шĕвексемпе чĕртме, ытлашши çунтарма, ун çывăхĕнче вутă-шанкă, кĕпе-тумтир типĕтме, çунма пултаракан ытти материалсем упрама кирлĕ мар, хутмалли тапхăр тытăниччен кăмака юсавлăхне тĕрĕслемелле, тĕтĕм çулне тасатмалла, кăмрăка çурт-йĕр çывăхне тăкмалла мар;

— эрех-сăрапа ан иртĕхĕр, вырăн çинче пирус ан туртăр, пÿлĕмре, путвалта, маччара уçă çулăмпа ан усă курăр, шăрпăка ачасем илме пултарайман вырăнта упрăр;

— харпăр хăй ăсталанă предохранительсемпе — “жучоксемпе” усă курма, электропралука обойпа çыпăçтарма, ăна кантрапа туртăнтарса çыхма юрамасть.

Асра тытăр: сирĕн килти е хваттерти пушар хăрушсăрлăхĕ хăвăртан килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика