АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рынок тинĕсĕн кăра хумĕсене çĕнтерсе

12 декабря 2008 г.

 

Райпо председателĕ Альбина Ильинична Дмитриева хальхинче мана Чатукасси тата Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕсенчи магазинсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнчĕ. Кăçалхи декабрĕн 3-мĕшĕнче эпĕ ку суту-илÿ точкисенче пултăм. Вулакансене мĕн курни-илтнине пĕлтеретĕп.

Чатукассисен тĕллевĕ — пурнăçпа тан

Чатукасси тăрăхне эпĕ кăнтăрла çитиччен тухса кайрăм. Мĕн асăрхарăм? Ку енне çак тăрăхра рейс автобусĕ çÿреме пăрахнă. Çул çинче (çулĕ Танăш тĕлĕнчен пуçласа пĕр çухрăм та ытла пулать пуль самаях хытă çĕмĕрĕлнĕ) çуран пыракан çамрăк хĕрарăма Чатукасси таран лартса кайрăм. Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче те пултăм. Мана кун сăлтавне укçа-тенкĕ сăлтавĕпе кăна ăнлантарчĕç. Автобус çÿретме хакла ларать-мĕн. Çавна кура ку ыйтăва татса пама Чатукассинчи Ю. Лукин предприниматель пуçăннă. Заказсем тăрăх вăл ку е тепĕр рейссене пурнăçлать. Эп Чатукассине çитнĕ чухне те кунта унăн предприятийĕн микроавтобусĕ черетлĕ çула тухма хатĕрленетчĕ. Пулайкассине те хутлать иккен вăл. Шутласа пăхсан, юрĕ-ха ку автобус пур. Унсăрăн чатукассисене хăйсен маршручĕсемпе çурран çула тухма тиветчĕ вĕт.

Чатукассинчи райпо магазинĕнче мана унăн заведующийĕ Л. Викторова кĕтсе илчĕ. Ун чух тавар туянакансем çукчĕ те, магазинра кăнтăр, хĕвел çутипех çырлахатчĕç. Уншăн магазинра ĕçлекенсене манăн ырлас килчĕ. Кирек мĕнле пулсан та, кашни пуса шутлама пĕлеççĕ вĕт. Людмила Петровнан ĕç опытне пĕчĕк тееймĕн, райпо тытăмĕнче — 24 çул, вăл шутра 17 çул Чатукасси вăтам шкулĕн столовăй заведующийĕ, 7 çул асăннă магазинра. Хăй Енĕшкасси ялĕнчен. Мăшăрĕ 1990 çултах çĕре кĕнĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр), пĕчченех 3 ача пăхса ÿстернĕ: асли, Оксана, аслă пĕлÿ илнĕ, психолог, çемьеллĕ, халĕ ачапа ларать; иккĕмĕш хĕрĕ, Марина, педколледж пĕтернĕ, Шупашкарти ача сачĕсенчен пĕрин воспитателĕ, университетра (ЧПУ) заочно вĕренет; кĕçĕнни, Сергей, строительство училищи пĕтернĕ, строительство техникумĕнче заочно вĕренет, стройкăра ĕçлет.

Л. Викторована ĕçре Анжелика Владиславовна Павлова сутуçă пулăшса пырать. Чатукасси ялĕнчен. Шупашкарти училищĕрен повара вĕренсе тухнă. Халĕ кунта вырăн тупнă. Магазин ирпе 7 сехет çурăра уçăлать, каçхи 5-чен канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Ирпе килти ытлашши сĕте ял çыннисем магазина илсе килеççĕ, сутуçăсем малтанах ăна йышăнаççĕ.

Тавартан пĕртте чухăн мар магазин. Яланхи пекех, тавар çаврăнăшĕнче райпон çăкăр комбиначĕн продукцийĕ пысăк вырăн йышăнать: çăкăр (хури, шурри), тĕрлĕ йышши макарон, çĕвĕ изделийĕсем — утиял, халат, минтер пичĕ…

— Çăкăр, пĕремĕк, печени тата ытти апат-çимĕç таварĕсем ытларах каяççĕ, — каласа парать Л. Викторова. Пулă та (шăнтнă, тăварланă селедка тата ытти те) аван каять лавккара. Эпĕ пулнă чухне кунта мĕн илсе килнине веçех сутса пĕтернĕччĕ, тепĕр парти илсе килессе кĕтетчĕç. Магазинра 4 холодильник, пурте ĕçлеççĕ.

Ассортимент пысăках мар пулин те, картинăсемпе те, кĕнекесемпе те пĕчĕккĕн сутă тăваççĕ.

Ялта тавар сутассипе почта çыхăну уйрăмĕ, уйрăм çын магазинĕ те ĕçлеççĕ те, райпо сутуçисен ĕçне çăмăлах тееймĕн. Конкуренци çаврăнăçулăха татах ÿстерме хистет, сутакан тавар хакĕ малта, çынсемпе яланах вашават пулмалла.

Эпĕ магазин ĕçĕпе паллашнă вăхăтра çынсем магазина килсех тăчĕç, хăйсене кирлĕ таварсене туянчĕç. Калаçура пурте райпо сутуçисен ĕçĕ-хĕлне ырларĕç, сăнарлăн “чăкăт пек” тесе калаканни те тупăнчĕ. Хам та хама кирлĕ хăш-пĕр таварсене туянмасăр тăраймарăм.

Конкуренцие пăхмасăр, магазин ку таранччен хăйне панă тавар çаврăнăш планĕсене тултарсах пынă. Ноябрьте, акă, 280 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тавар сутнă.

Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитрĕ. Сутуçăсем иккĕшĕ те ĕç вырăнĕнчен каймарĕç. Кăн-тăрлахи апат вара Анжеликан амăшĕ Людмила Ивановна Малова (сăмах май, вăл хăй те çамрăк чух Арçунакасси магазинĕнче сутуçă пулнă) пĕçерсе килчĕ, халĕ ĕнтĕ вĕл пенсире. 3 ывăлпа (пурте Мускавра ĕçлеççĕ) 2 хĕр пăхса ÿстернĕ, аслă хĕрĕ строитель, кĕçĕнни Анжелика пирки маларах асăнтăм.

Çав хушăрах магазина О. Афанасьева почтальон кĕрсе, “Российская кооперация” хаçатăн çĕнĕ номерне парса хăварчĕ. Райпо, сутуçăсем пурнăçпа тан пыччăр тесе, çырăнтарса панă.

Магазин ĕçĕпе кăмăллă енĕшкассисем

Эпĕ вăл кун Енĕшкасси магазинне хăвăрт лекессе сунманччĕ. Мĕншĕн? Апат вăхăчĕччĕ. Сутуçă та çынах. Унăн та вăхăтра апатланмалла. Ку вăл сывлăх-çке. Унсăр пуçне килти шăкăр-макăр ĕçсене те туса ĕлкĕрмелле. Тепĕр сăлтав. Халĕ чул сарнă çул Енĕшкассинех кĕрет (асфальтне тепĕр çул сармалла). Вăл яла кĕриччен мăн пĕве пуçĕпе иртет. Эпĕ пынă чух кунта шăпах Чурачăкри “Воддорстрой” строителĕсем пĕвен икĕ енĕпе (156-шар метр) профиллĕ картлав (ограждение) тăвас тĕлĕшпе ĕçлетчĕç. Пылчăк çăрăлнисĕр пуçне пĕве тĕлĕнче çул варринче груз турттармалли автомашина ларатчĕ. Çавăнпа манăн автомашинăпа малалла кайма май килмерĕ. Ăна çул хĕррине лартса хăварса яла çурран утмалла пулчĕ. Юлашкинчен çапах магазина лекрĕм-лекрĕмех. Кăнтăрла вăхăчĕ те, ун умне “Воддорстрой” строителĕсем пухăннăччĕ. Г. П. Андреева мастер та кунтах. Чи кăсăкли кунта акă мĕн пулчĕ. Вырăнта столовăй çук та, магазин заведующийĕ Вера Васильевна вĕсене апатланма пулăшать иккен. Акă, вăл строительсене шыв та вĕретсе пачĕ. Вĕсенчен кашниех вĕри чейпе магазинти хăй кăмăллакан продуктпа апатланчĕ. Чылайăшĕ вăл кун çăратнă сĕтпе пылаклатнă хулăн вафлие кăмăлларĕ (юлашкинчен ăна хам та туянмасăр тăраймарăм). Чăннипех суту-илÿ ĕçĕнчи паха опыт. Кунашкаллине ытти çĕрте курманччĕ-ха. Г. Андреева пĕлтернĕ тăрăх, В. Степанова сутуçă строительсене пĕлтĕрхи кĕркунне те кунта çул сарнă чухне çаплах, тăван кил-йыш çыннисем пек, пăхнă. Ку ман ĕç мар тесе тăман вĕт вăл. Çавăн пек пулнăшăн ăна тавар туянакансем килĕштереççĕ те.

Магазинри сĕнÿсен кĕнекинче кăçалхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче çырни пур. “Эпир, Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăн ял çыннисем, Енĕшкасси магазинĕнчи Вера сутуçăна пире кирлĕ таварсемпе тивĕçтернĕшĕн, ĕçре кăмăллă тата сăпайлă пулнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Тавтапуç, çĕр çинче Вера сутуçă пек çынсем пур. Ăнăçусем тата премисем ытларах паччăр ăна. 59 çын ячĕпе Э. Д. Александров”, — тесе çырнă унта.

Кашни кунах В. Степановăн ĕç кунĕ ирпе ял çыннисенчен килти ытлашши сĕте йышăннинчен пуçланать. Хальхи вăхăтра литрне 7 тенкĕ те 50 пуспа илеççĕ. Енĕшкасси ялĕ пысăках мар та (8 теçетке ытларах кил), 2 кунра пĕр сĕт бидонĕ пухăнать (çулла 4 бидон таран). Сĕтшĕн укçан та, таварпа та саплаштараççĕ.

2001 çултанпа Енĕшкасси магазинĕнче ĕçлет Вера Васильевна. Ун çуртне 2 çул каялла юсанă, сăрланă (ку ĕçе вăл хăй те хастар хутшăннă). Çитес çул тăрă юсама палăртаççĕ.

Кашни магазинăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Енĕшкасси магазинĕн те пур вăл.

Магазин сентрисенче кайман ытлашши таварсем выртмаççĕ. Акă эпĕ кунти таварсен ассортименчĕпе паллашатăп: пакетлă симĕс чей 1 пачки — 41 тенкĕ. Хуран кукăлĕ (пельмень) 450 грамм — 54,5 тенкĕ, 52 тенкĕлли те (“Домашние”) пур. Шупашкарти “Метелица” пĕрлĕхĕн мороженăйĕ, вафли, тип çу, районти çăкăр комбиначĕн çăкăрĕ, мармелачĕ, киселĕ. Çăратнă пылак сĕтлĕ трубочкăсем 1 кг — 130, вафли — 95, урпа кĕрпи (перловка) — 21, “Геркулес” сĕлĕ хăрпăкĕ пачкăлли — 26, пачкăсăрри — 19 тенкĕ. Хуçалăх таварĕсем — витре, супăнь, шампунь, япаласем çумалли порошоксем 7 тĕрлĕ, “серебрянка” сăрă, 0,8 кг — 110 , кĕпе-йĕм шуратмалли, 1 флаконĕ — 15 тенкĕ. Çÿхе ал шăлли пирĕ (вафельное полотенце), 1 м — 15 тенкĕ. Çĕнĕ çул парни 1 пачки — 80 тенкĕ. Укçана шеллемесĕрех ăна эпĕ те мăнук валли туянтăм. Тараса çинче вара пĕлтерÿ çакнă. Унта раштав уйăхĕн кунĕсенче çĕнĕ çул умĕнхи акци пынине çырса кăтартнă.

Таварсемпе малалла паллашатăп. “Портвейн-33” хĕрлĕ эрехĕн пĕр кĕленчи — 59 тенкĕ. Уяв тĕлне пысăк пахалăхлă шоколад конфечĕсем кÿрсе килнĕ. “Лесной орех” текеннин килограмĕ — 200 тенкĕ, çав хакпах “Сказки Востока” сортли те пур. Выльăх апачлĕх тырă та миххипех ларать магазинра, ăна Красноармейскинчи хатĕрлев кантурĕ сĕнет, 1 кг — 9 тенкĕ. Мĕн пур таварсене заказпа райпоран хăйĕн автомашинипе турттарса параççĕ. Георгий Иванович Игнатьев водитель унпа, толь, çăнăх, е урăхла каласан, мĕнле тавар ыйтнă, çавна кÿрсе килет, каялла магазинра пухăнакан сĕте турттарса тухать.

Кĕсье телефонĕпе усă курнăшăн тÿлемелли карточкăсене (3 тĕрлĕ — “Мегафонăн”, “Билайнăн”, “МТСăн”) те сутаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, магазинри таварсен ассортиментне питĕ тĕплĕн шухăшласа тунă пек туйăнчĕ (ытлашши тавар тытмаççĕ тесе малтанах каланăччĕ).

Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç таварĕсене усрама 1 морозильникпе тепĕр холодильник пур.

Пĕчченех ĕçлет пулин те, В. Степанова пĕчĕк ялпах ку таранччен уйăхсерен 100—150 пин тенкĕ таран е унтан та ытларах тавар сутнă, плансене тултарса пынă.

Пĕр сăмахпа каласан, кăмăллă ялти магазин ĕçĕпе енĕшкассисем.

Магазин алăкĕ çинчи пĕлтерÿ кĕнĕ чух та, тухнă чух та куç тĕлне пулчĕ. “Районти общепит пĕрлешĕвĕ яланхи ĕçе поварсене йышăнать. Общежитине вырнаçтараççĕ, предприяти шучĕпе вĕрентеççĕ те”, — тенĕ унта. Ĕçле, вĕрен, ан ÿркен кăна. Паянхи кун райпо тытăмĕ çынсене вĕрентес тата ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кĕçĕн Шетмĕ магазинĕн сентрисем пуян

Юлашкинчен çав кунах райпон Кĕçĕн Шетмĕ магазинĕнче те пултăм эпĕ. Кунта çитнĕ çĕре ĕнтĕ яла каç чаршавĕ хупланăччĕ. Магазинра унăн заведующийĕ Тамара Георгиевна Александрова пĕчченехчĕ. Пĕтĕмпе 39 çул райпо тытăмĕнче ĕçлет вăл, çав шутран 30 çул магазин заведующийĕ. Ăна “Потребкоопераци отличникĕ” ята панă. Пĕрле ĕçлекен Татьяна Борисовна Семенова вăл кун ĕçре çукчĕ. Ăна райпо Шупашкара 4 кунлăх курса вĕренме янă-мĕн.

Ку магазинра мĕн куç умне пулать вăл — сентресен пуянлăхĕ. Пăхсан куç-пуç алчăраса каять.Чăннипех анлă таварсен ассортименчĕ. Магазин пысăкăшĕпе те, таварсене вырнаçтарнипе те райцентрăн пĕр-пĕр магазинне аса илтерет. Ку ахальтен мар. Кунти стеллаж-витринăсене чăнласа райцентрти магазинран кÿрсе килнĕ-мĕн.Кашни тавар куç умĕнче.

Ку ялта та уйрăм çын магазинĕ пур та, пĕтĕм ĕç конкурентлă лару-тăрура иртет. Тĕллев пĕрре — ял çыннисен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтересси.

— Канмалли кунсемсĕр, ирхине 7 сехет çурăран пуçласа каçхи 7 сехетчен ĕçлетпĕр, — пĕлтерет Тамара Георгиевна. — Плансем пысăк. Куллен 10 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла пирĕн. Октябрьте 380 пин тенкĕлĕх, ноябрьте 321 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр. Çулталăк планне тултаратпăрах.

Магазин пĕр самант кăна пушă тăчĕ иккен. Часах çынсем пĕрин хыççăн тепри килме пуçларĕç. Хăйсене кирлĕ таварсене туянчĕç. Çав вăхăтра эпĕ магазин ĕçĕпе малалла паллашрăм.

Кунта çĕнни тата çакă. Магазинăн пĕр пайне (унта ытларах промышленность, культура пĕлтерĕшлĕ таварсем) çынсен хăйсене хăйсем таварпа тивĕçтермелле (самообслуживание) йĕркеленĕ. Хуçалăх таварĕсем, тĕрлĕ йышши шампуньсем, картинăсем (вĕсен ассортименчĕ самаях пысăк)…

— Хамăрăн çăкăр комбиначĕн çĕвĕ изделийĕсене те чылай туянаççĕ. Акă утиялсем чылайччĕ, пĕрре çеç юлчĕ. Ку комбинатах халь мĕн тĕрлĕ макарон кăлармасть пулĕ, хулăнни, çинçи те пур, хăшĕ кăмăла каять, çавна туян, — каласа парать заведующи.

Магазинра кĕнеке çÿлĕкĕ пур. Çÿлти полки çинче пĕтĕмпех халь сутакан кĕнекесем, вăл шутра хамăрăн авторсен: “Трак ен” кĕнеке (пĕтĕмпе те 40 тенкĕ çеç тăрать), О. Алексеевăн “Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç”, К. Шачкинăн “Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ” кĕнекисем. Аялти полка çинче вырăсла, чăвашла çырнă илемлĕ литература.

Магазинри сентресен илĕртÿлĕхне эпĕ те тÿсеймерĕм. Хама кирлĕ таварсене туянтăм, вăл шутра пĕчĕк светильник те. Кун пеккине эпĕ урăх ниçта та тĕл пулманччĕ. Куçа лăпкакан симĕс çутăпа ялкăшать. Хакĕ те пысăк мар, 40 тенкĕ ытларах çеç…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика