09 декабря 2008 г.
Кăçалхи январь—ноябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче çул çитмен çамрăксем тунă çичĕ преступление регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтра ку кăтарту саккăрпа танлашнă.
Çамрăк чух чун-чĕрере юн вĕрет, теççĕ. Тĕрĕсех те калаççĕ. Тен, çавăнпах та пуль çамрăксем вăйлă та пултаруллă ĕнтĕ. Шел пулин те, тепĕр чухне хăйсен ниçта хурайми вăй-халне усăсăр тăккалани куç умĕнчех. Çакна эпĕ вĕсем тÿрĕ çултан пăрăнса преступленисем туни пирки çирĕплетесшĕн. Акă, кăçал ку таранччен ачасем хутшăннипе обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем Алманчпа Чатукасси ял тăрăхĕсенче пулнă. Тĕрĕссипе, çул çитмен çамрăк — Вăрманкас Алманчри ялтан, пĕлтĕрех тĕслĕ металл вăрланипе çакланнă. Апла пулин те вăл халĕ те пирĕн инспекцире учетра тăрать.
Чатукасси ялĕнче те, кунта пирĕн район çамрăксем хутшăнман, Шупашкар районĕнчи çамрăксем уйрăм çыннăн сарайĕнчен автомашинăн запас пайсене йăкăртнă. Вĕсем яла тус-тăванĕсем патне хăнана килнĕ пулнă.
Çамрăксем хушшинче çынсене çапса-хĕнесе пĕтернĕ тĕслĕхсем те пур. Тепĕр чухне вĕсене тем çитмест, пĕр-пĕрне кÿрентерме те манмаççĕ вĕт. Кун пекки Красноармейскипе Карай ял тăрăхĕсенчи ялсенче вырăн тупнă. Çамрăксем çапăçасшăн, аллисем çÿлте. Кама тавăраççĕ-ши капла? Тус-тăванлă пулмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле вĕсен. Эрех-сăрапа туслашмалла мар, паллах.
Пирĕн тăрăхра Шупашкартан е Çĕнĕ Шупашкартан тăван-хурăнташĕ патне хăнана килнĕ çамрăксем преступлени туни куç умĕнчех. Çав сăлтавпах, акă, Шупашкартан Çĕньял Чуракассине çитнĕ çамрăк ялта уйрăм çынăнне тĕслĕ металл вăрланă. Икĕ çĕре кĕнĕ вăл.
Çуллахи пĕр кун тата çул çитмен, хуларан килнĕ икĕ çамрăк, тепĕр ватă Еншик Чуллă лавккинчен хăратса тавар вăрласа тухасшăн пулнă. Юрать-ха сутуçи çухалса кайман, халăхран пулăшу ыйтнă.
Çÿлерех асăннă тĕслĕхсенчен çакă курăнать: ку таранччен район территорийĕнче регистрациленĕ 7 преступленирен иккĕшĕ кăна хамăр районти çул çитмен ачасем тунисем. Апла пулин те пирĕн инспекцин ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, ялсенче пурăнакансемпе тытакан çыхăнăва татах вăйлатмалла. Вĕсем харпăр хăй ялĕсенче пурăнакансем патне район тулашĕнчи вăл е ку хуларан кам тата вăл мĕн тума килнине лайăхрах пĕлеççĕ. Пире вĕсем пирки туллирех информацисем парса пулăшасса шанас килет.
Преступленисенчен сыхланасси — ял-йышпа пурнăçламалли ĕç.