АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулайкасси хĕрĕ

09 декабря 2008 г.

 

Тĕрленчĕк

Именкассинчи Людмила Николаева 1981 çулта почтальонкăра ĕçлеме пуçланă. 1987 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнчен — Именкассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ.

Пулайкассинче пулса курман-и эсир? Кунта кĕтÿç пушши евĕр тăсăлакан урамри пĕр килте Зинаида Васильевнапа Николай Карпович Карповсем пурăнаççĕ. Кăмăллă çынсем. Иккĕшĕ икĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачи-пăчипе савăнмаллипех савăнаççĕ ĕнтĕ.

— Людăпа чăннипех те мухтанатпăр эпир. Чи асли вăл пирĕн. Именкасси ялне качча тухрĕ те… Аяккарах кайрĕ те, мĕн тăвăн... — хăй калас шухăшне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Килсе çÿреме те çывăхах мар.

Ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе ашшĕ-амăшне хывнă Люда. Ку тĕлĕшпе вĕсен урисем çинех пуснă пуль… Кĕлетке-çурăмран та, сăн-питрен те хурлаймăн ăна. Вашават калаçать.

— Эпĕ вĕт Енĕшкассинчи библиотекăра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче вĕрентĕм. Юратсах вăй хутăм. Шăпа-ши, тăруках татса калама та йывăр. Сăмахăм хам качча кайни пирки пырать-ха, — хăй хумханнине пытараймарĕ Людмила Николаевна. — Именкасси каччипе паллашрăмăр.

Николай Николаевич Николаев пулнă вăл. Ун чухне районти культура çуртĕнче ÿнерçĕре ĕçленĕ. Ÿркенмен каччă. Алли çыпăçнă ĕçре. Вăл вăхăтра районта малта пыракан хуçалăхсенче, паллах, ыттисене тĕслĕх илмелле, семинарканашлусем йĕркеленĕ. Чатукасси тăрăхĕнчи Енĕшкассинчи сĕт-çу ферми те кăтартусемпе палăрнă. Çавăнпа та ĕнтĕ асăннă сĕт-çу ферминче районти сĕт-çу фермисенче тăрăшакансен канашлăвне ирттернĕ. Николай маларах фермăри курăнакан агитацие вырăна лартнă. Çÿлти пуçлăхсем хушнипе пурнăçланă çакна.

— Вăт, çавăн пек туслашрăмăр хамăр тăрăхра. 1972 çулта иксĕмĕр пĕр çемьене пĕрлешрĕмĕр. Пĕр-пĕрне çураçсах… Çулсем иртнĕ май ачасем те хушăнчĕç пирĕн. Асли — Володя, иккĕмĕшĕ — Вероника, чи кĕçĕнни Валентина ятлă. Пилĕк мăнук пур тата… — калаçăва сыпăнтарчĕ Людмила Николаевна. — Пурăнатпăр çавăн пек…

— Людмила Николаевна, эсир çирĕм çул ытла начальник “тилхепине” тытатăр. Хальхи саманара ĕçлеме йывăр-и е çăмăл-и, сирĕншĕн?

— Пуçлăх пуканне йышăннипех ĕç пулмасть. Кирек епле должноçра та чунри хавхалану, вăй, ĕмĕт-тĕллев пурри хаклăрах. Хăвăнтан çирĕп ыйтни, хăвна ыттисем хушшинче ыррипе, паха енĕпе кăтартма пĕлни шутсăр кирлĕ тетĕп эпĕ. Ун чухне ĕçĕ çăмăл-и, йывăр-и — сана парăнать. Манăн участокра мĕн пурĕ — çичĕ ял. Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе виçĕ почтальонка ĕçлет. Акă вĕсем: Света Владимирова, Светлана Тукмакова тата Татьяна Владимирова. Манăн ĕçченсем ялсене 650 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал валеçеççĕ. Çав шутра — район хаçачĕ — “Ял пурнăçĕ” 70 экземпляр. Килĕрен-киле хаçат-журнал çитерсе панипе пĕрлех вĕсем куллен 3 пин тенкĕлĕх хаçат-журнал сутаççĕ. Таварне те сумка туллиех йăтаççĕ. Лотерея билечĕсене укçалла валеçеççĕ, — хăйĕн коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ начальник. — Халь почтальонкăсем сутуçăсем вырăнĕнчех.

Людмила Николаевнан ĕçри тепĕр паха енне те палăртасшăн. Çичĕ ялти хаçат-журнал тусĕсене, уйрăмах “Ял пурнăçне” çуллен çырăнса илекенсене, манмасть вăл. Вĕсен ят-хушамачĕсене ятарлă списокра упрать. Ку çителĕксĕр-ха. Пушă вăхăтра хаçат-журал çырăнакансемпе, юратса вулаканĕсемпе тĕл пулса калаçма та, вĕсен хуйхи-суйхисене ăнланма та май тупать.

— Людмила Николаевна, раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ сирĕн пурнăçри ĕмĕр-ĕмĕр асра юлакан кун пулнипе çыхăннă. Сире 55 çул тултарнă ятпа чун-чĕре ăшшипе саламлатăп, вăрăм кун-çул сунатăп, — алă тытрăм хĕрарăма.

— Тавах. Мана хисепленĕшĕн тата манманшăн тавах! — хуравларĕ вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика