АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ кĕвĕ ăстине чысласа

09 декабря 2008 г.

 

Трак ен юрă-кĕвĕ çыракансенчен пуян. Çав йышра — Пăрăнтăкра çуралнă, Яманакра ÿссе çитĕннĕ Гурий Федорович Алексеев (Яманак) композитор-юрăç та. Утмăлмĕш çулсенче юрă-кĕвĕ çырма пуçланă ентешĕмĕр.

Унăн репертуарĕнче автор кĕвĕленĕ 150 ытла юрă. Анчахрах Гурий Федорович хăй çырнă юрăсене пухса “Атте-анне çĕр-шывĕнче” ятлă диск кăларнă. Унти юрăсене ытларахăшне хамăр тăрăхри юрăçсем шăрантараççĕ.

Г. Алексеев (Яманак) — ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ.

Ял тăрăхĕсем хушшинчи централизациленĕ библиотекăра Г. Алексеев (Яманак) композитор-юрăçа чысласа, вăл 70 çул тултарнă май, творчество тĕл пулăвĕ иртрĕ. Ăна Светлана Гурьева библиотекарь йĕркелесе пычĕ. Кунти “Тимлĕх” клубăн черетлĕ занятине пухăннисем композитора чылай ыйтусем пачĕç. Çепĕç, илĕртÿллĕ юрăсем çырнăшăн чун-чĕререн тав турĕç, творчество лаççинче ăнăçусем сунчĕç.

Композитор пухăннисене çĕнĕ юрăсемпе паллаштарчĕ, хăш-пĕрисене Надя Филипповапа Света Васильева юрларĕç.

Юбиляра çавăн пекех районти Н. Янкас пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Георгий Ефимов (Тусли), Николай Ершов çыравçă, Мария Ильина, Валентина Антонова вĕрентекен-ветерансем ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç.

Библиотека ĕçченĕсем ентешĕмĕре сума суса “Илемлĕ кĕвĕ ăсти” стенд хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика