09 декабря 2008 г.
Карайри Александровсен тăваттăмĕш ывăлне — Валерие — Раççей Çарне ăсатнă. Сăмах май, Александровсен тăватă ывăл. Виççĕшĕ Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Вĕсенчен пĕри, контракт çырса, службăрах юлнă. Валерий Калининори училищĕрен вĕренсе тухсан, “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче механизаторта вăй хунă. Малта пыракан тракторист пулнă.
Тăрăшуллă çамрăка салтака ăсатнă ятпа Карайри тĕп кану çуртĕнче савăнăçлă каç иртнĕ. Валерий адресĕпе унта Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. И. Семенов, “Караево” ЯХПК ертÿçи В. Н. Платонов ăшă сăмахсем нумай каланă, ырă сĕнÿсем те сахал мар пулнă. Хастар çамрăка çавăн пекех асăнмалăх парнепе чысланă, службăна тивĕçлипе ирттерме суннă.