АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем районăн 2009 çулхи бюджетне пĕр саслăн çирĕплетрĕç

09 декабря 2008 г.

 

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр çирĕм çиччĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем,хуçалăхсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсем тата секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.

Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:

1. Красноармейски районĕн 2009 çулхи бюджетне çирĕплетесси çинчен.

2. Красноармейски районĕн 2008 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен.

3. 2009 — 2012 çулсенче Красноармейски районĕнче право йĕркине пăснинчен асăрхаттармалли районти тĕллевлĕ программăна çирĕплетесси çинчен.

4. “2008—2012 çулсенче Красноармейски районĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстересси” районти тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртесси çичен.

5. 2009 çулта Красноармейски районĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогнозлă план (программа) çинчен.

6. Красноармейски районĕн бюджечĕ умĕнче укçа-тенкĕ обязательствин парăмне шутран кăлармалли (списать тумалли) йĕркене çирĕрплетесси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш, иккĕмĕш тата улттăмĕш ыйтусемпе малалла — финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева (Роза Александровна çавăн пекех Раççей Перекет банкĕн 4437Ĕ040 номерлĕ хушма офисĕн заведующийĕн А. В. Шестаковăн ял хуçалăх предприятийĕсене муниципаллă гаранти парассипе тата В. В. Григорьев депутатăн çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татса панă чухне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшассипе çыхăннă ыйтăвĕсене те хуравларĕ), виççĕмĕшпе — юридически пайĕн начальникĕ Л. И. Артемьев, тăваттăмĕшпе — ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, пиллĕкмĕшпе пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. В. Николаев тухса каларĕç.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш ыйтусене сÿтсе явма район пуçлăхĕ С. А. Николаев та хутшăнчĕ. Станислав Андреевич, бюджетпа çыхăннă ыйтусене пăхса тухма кун йĕркине кĕртни районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă май, пĕтĕм тĕнчери кризис пирĕн район бюджечĕпе экономикине те пырса тивнине каларĕ. Ăна пула налуксем пырса кĕресси сахалланать. Хăш-пĕр предприятисене реструктуризацилеççĕ, ĕçлекенсене административлă отпуска яраççĕ.

Район пуçлăхĕ çитес çул бюджетран укçа-тенкĕ уйăрасси кашни отрасльпех ÿсессине те асăнчĕ, анчах унăн тÿлев хакĕ пĕчĕкленме те пултарать.

С. А. Николаев кăçалхи çула ăнăçлă вĕçлес енĕпе тăракан задачăсене те тепĕр хут каласа хăварчĕ. Чи малтанах ял хуçалăх предприятийĕсенче те, бюджетлă учрежденисенче те ĕç укçи вăхăтра тÿлесе пымалла. Топливăпа энергетика ресурсĕсене перекетлессишĕн те пур çĕрте те çине тăмалла. Акă, çанталăк ăшă пулин те, çут çанталăк газне перекетлессишĕн тимлеместпĕр-ха. Епле ăнланмалла-ха çакна?

Станислав Андреевич ял тăрăхĕсенче те бюджетри укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмаллине каларĕ.

“Район администрацийĕ хуçалăхсене май пур таран пулăшма çине тăрать. Гаранти те паратпăр вĕсене. Шел те, “Янмурзино”, “Волит” тата “Пинер” хуçалăхсем парăмсене татма васкамаççĕ, района çылăха кĕртеççĕ”, терĕ вăл.

“Çитес çулхи бюджета вара, ман шутпа, çирĕплетмеллех, унпа ĕçлеме тытăнмалла”, палăртрĕ юлашкинчен район пуçлăхĕ.

Ун шухăшĕпе депутатсем те килĕшрĕç, районăн 2009 çулхи бюджетне çирĕплетессишĕн пĕр пулса сасăларĕç, кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика