АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утти вăр-вар

09 декабря 2008 г.

 

Анчахрах 75 çул тултарнă Христина Александрова. Тăватă хĕр те икĕ ывăл унăн.

— Йĕпреме çитсе килĕр-ха. Сире эпĕ Христина Алексеевна Александровапа паллаштарасшăн. Уй, çав тери кăмăллă хĕрарăм, — райбольница умĕнче курнăçнă хĕрарăм тăпах чарчĕ мана. — Йăнăшмăр…

Илемлĕ пит-куçлă хăй. Пĕр аллă çулсене çывхарать пулмалла. Йăл кулăпа калаçать.

Ку калаçу иксĕмĕр хушăра вырсарни кун — ноябрĕн 30-мĕшĕнче — пулчĕ. Çырă хĕрарăм автобуса васкать иккен. Тепĕр рейсчен кĕтесшĕнех мар. Ятне-хушаматне пĕлеймерĕм унăнне. Вăл манран уйрăлса райбольница çывăхĕнчи автобус чарăнăвĕ еннелле ярса пусрĕ.

— Эсĕ çав териех васкатăн-им? Пĕрле кайăпăр… — хăлхана хĕрарăм сасси хупларĕ.

Пирĕн çывăхалла хальхи Йĕпремри Христина Александрова çывхарчĕ. Унăн хĕрĕ райбольницăри хирурги уйрăмĕнчи 8-мĕш палатăра выртать-мĕн.

— Сывлăх пултăр сире, Христина Алексеевна. Амăшĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп сире, — алă тытрăм ватăна. — Ан кулянăр-ха, сывалать…

Çамрăках мар ĕнтĕ Х. Александрова. Анчахрах — ноябрĕн 25-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Сăн-питрен çамрăках курăнать. Утти те вăр-вар хальлĕхе.

Хăйĕн кун-çулне Йĕпрем ялĕпе çыхăнтарнă вăл. Ку тăрăхра 1953 çултанпа ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех икĕ алла усса ларман.

— Сурăхсем пăхнă. “Мичуринец” хуçалăхра, сĕт-çу комплексне хута ярсан, дояркăра вăй хутăм. Ĕçлес тесех ĕçленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мана В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă май “Ĕçри хастарлăхшăн”, каярахпа “Ĕç ветеранĕ” медальсемпе чысларĕç. Ку çеç-и тата… Эпĕ ултă ача çуратнă. Вĕсенчен иккĕшĕшĕн те патшалăх медальсемпе наградăларĕ, — чуна уçса калаçрĕ Христина Алексеевна. — Пĕтĕмпе 40 çул ытла ĕçленĕ эпĕ.

Тăватă хĕр те икĕ ывăл унăн. Мăшăрĕ — Александр Александров — пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вăл 43 çул хуçалăхра водительте тăрăшнă. Ял-йышра хисеплĕ çын пулнă. Мăшăрĕпе ачисемшĕн те чĕререх упранать Александр Александрович.

Район хаçачĕ пирки те калаçса илтĕмĕр. Район хаçачĕсĕр пурăнаймасть иккен Христина Алексеевна. Çырăнать çулленех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика