АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ачисем

09 декабря 2008 г.

 

3. Маруç

Пайсупин ялĕнчи Маруç аккапа ывăлĕ тата кинĕ 4 ĕнепе 4 пăру хĕл каçараççĕ.

Маруç акка чÿречесен каррисене сирчĕ. Кăвак çут сăрхăнса килекен кил картине тинкерчĕ. Яланхиллех, ирпе-ирех ура çинче вăл. Ватăлнăçемĕн ыйхă та вĕçрĕ. Тата йĕпе çине сапа тенешкел, кăçал хуйхи-суйхи те çине-çинех тупăнса пычĕ. Мĕн тăвăн? Инкек-синкекрен хăтăлма çук çав тепĕр чух. Пуласси пулатех…

Пайсупин ялĕнче ăна чылайăшĕ Маруç, тет. Хăйĕнчен кĕçĕнреххисем вара хисеплесе Маруç акка теççĕ. Хут çинче Мария Ивановна Александрова çырăнать.

— Йăван хĕрĕ — эпĕ. Асаттене ялта Владимирски старик пулнипе аван пĕлетчĕç. Чылай пурăнчĕ, 81 çула çитрĕ. Пĕр хушă вăл колхоз председателĕнче те ĕçлерĕ.

Аслапай — Дария Якимова. Вăл 80 çул тултарсан çĕре кĕчĕ. Иккĕшĕн те пурнăçĕ тип-тикĕсех килеймерĕ пулин те ĕмĕрĕсем вăрăм пулчĕç,— аса илчĕ Маруç. — Атте йăпанăвĕпе ÿсейменшĕн питĕ кулянатăп.

Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух виççĕре юлнă Маруç. Йăмăкĕ — Люççа — анчахрах çуралнăччĕ.

— Апай каланă тăрăх, ашшĕне ялти Варлам ятлă арçынпа (Хĕветюç упăшки) иккĕшне Малти Трак ялне илсе кайнă. Кунти çар комиссариатĕнчен ушкăн пухса фронта ăсатнă.

Ăçти вырăнта, хăш хулашăн çапăçнă атте?.. Халĕ те пĕлместпĕр йăмăкăмпа. Пĕр çыру та çырмарĕ-çке. Вăл вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухални пирки ĕнентерекен хут çеç илнĕ апай,— терĕ М. Александрова. — Атте пурăннă пулсан, апая та, пире те çăмăллăх пулатчĕ-и, тен?

Маруçăн амăшĕ — Анна акка, ял хĕрĕ 1937 çулта качча тухнă. Мăшăрĕ — Йăван — 1941 çулта вăрçа тухса кайнă. Эх, çав тери сахал пурăннă иккĕшĕ…

М. Александрова 13 çултах тихасем пăхнă. Элекçипе Таник мучĕшсене — конюхсене — ĕçе хăнăхтарнăшăн халĕ те чун ăшшипе тав тăвать. “Тавах, вĕсене”,— тет.

Чылай çул ялти сысна ферминче ĕçленĕ Маруç. Ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Ывăлĕпе — Володьăпа — чăннипех те хĕпĕртет, мухтанать. Кинĕпе — Иринăпа — пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçаççĕ.

— Кил-хуçалăхра 4 ĕнепе 4 пăру хĕл каçаратпăр. Трактор та пур пирĕн. Мăнук та… — хăй калассине пытармасть М. Александрова. — Çитес çул çĕнĕ çурт лартас шухăш-кăмăллă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика