09 декабря 2008 г.
Вырăссен ача-пăча писателĕ Николай Носков çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çавна май шкулта унăн кĕнекисенчен йĕркеленĕ выставка ĕçлерĕ.
“Пирĕн юратнă писатель — 100 çулта” викторинăра Н. Афанасьев, Н. Козлова (3 кл.), И. Ришко (4 кл.) палăрчĕç, жюри вĕсем ыйтусем çине туллин хуравланине палăртрĕ.
“Незнайкин бенефист” программăра ачасем писателĕн калавĕсенчен йĕркеленĕ сценкăсемпе шÿтсене кăтартрĕç. Мала тухнисем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.