АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăн, Марье аппа!

09 декабря 2008 г.

 

Эпĕ ăна Карайри магазин алăкĕнче тĕл пултăм. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр та — вăл хыпаланса тухса кайрĕ. Ик-виç минут иртрĕ-и, иртмерĕ-и — Елена Николаевна продавщица: — Марье аппа ик буханка çăкăр манса хăварнă, — терĕ. Магазинтан чупса тухрĕ — Марье аппа хăйсен урамне пăрăнса кĕме те ĕлкĕрнĕ.

— Эпĕ вĕсен умĕнченех иртсе каятăп. Хам кĕртсе паратăп, — лăплантартăм продавщицăна. Эпĕ пынă чухне Марье аппа урай саррисене шаккаса тасатма картишне илсе тухнăччĕ. Ман алăри çăкăрсене курсан:

— Манакан пултăм-çке, Коля, — терĕ куларах. — Атя-ха пÿртех кĕрĕр. Час-часах курса калаçаймастпăр. Ывăлĕпе кинĕ район центрĕнче ĕçлеççĕ те — вăл килте пĕчченех. Ара ват çынна кăштăртатмалли ĕç кил-çуртра сахал-и? Манпа калаçса ларма та вăхăт тупрĕ Марье аппа. Сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕсене сĕтел çине уçса хучĕ. Эпĕ курнă, палланă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем тем чухлех вĕсенче. Тем те пĕлет, такама та ас тăвать вăл.

Ашшĕ, Баранов Иван Федорович, 1905-мĕш çулта çуралнăскер, Карай ял Совечĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Карай тăрăхĕнче колхозсем йĕркелессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Амăшĕ, Казакова Анна, Чул хулари ача çуртĕнче ÿснĕ, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунă. Чăнах та, калаçу такам çинчен те пычĕ.

— Пурăнмаллаччĕ те.., — ассăн сывласа илчĕ Марье аппа, мăшăрне аса илсен.

Мăшăрĕ, Петров Павел Петрович, вăтăр пĕр çул хушши Карайри комплекслă бригадăн бригадирĕ пулнă. Иванова Мария Ивановнăн паянхи хунавĕ — виçĕ ывăлпа тăватă хĕр тата çирĕм мăнук. Кашнин çинчен çырас пулсан, пĕр журналист блокночĕ те çитес çук. Пурте таса та сывă. Сакăр вун пĕр çулхи аппашăн вĕсенчен хакли мĕн пултăр халь! Савăн, Марье аппа!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика