АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарават хĕрарăм

09 декабря 2008 г.

 

Тупа ту тĕл пулмаççĕ. Çынпа çын, паллах, хăв палланипе, курнăçаççех. Акă, хальхинче ăнсăртран хам унччен паллашнă хĕрарăма куртăм. Малтанхинчен самаях ватăлнă вăл. Чипер пит-куçĕ те пĕркеленнĕ. Ватлăх “тĕррисем” теççĕ-и-ха ăна?

— Мĕнле пурăнатăр? Сывлăх еплерех? — тăруках сăмах хушрăм Елена Павловна Дмитриевана. — Ватăлатпăр-иç…

— Çапла. Çулĕсем сиккипех васкаççĕ. Сисмерĕм те, акă, çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче 72 çул тултаратăп. Эх, тепре çамрăклăх вăхăчĕ çаврăнса килинччĕ, — хаштах сывланине пытараймарĕ ватă. — Пурăннă чух йăнăшма та çăмăлрах-çке.

Çакна хĕрарăм хăйĕн ăнсăртран райбольницăри хирурги уйрăмне лекмелле пулнипе ăнлантарчĕ. Урине сусăрлатнă…

Хусакассинче çуралнă Е. Дмитриева. Халь кун-çулне Çĕньял Упире ирттерет. 1966—1976-мĕш çулсенче почтальонкăра ĕçленĕ. Çĕньял Упипе Хĕлеç ялĕсенчи çынсене хаçат-журнал валеçнĕ.

— Пĕлетĕр-и? Икĕ ял çыннисем кăна район хаçатне 120 экземпляр çырăнса илетчĕç. Сумка яланах тулли пулнă. Халĕ те пĕрле вăй хунă Вутланти Ирина Павлова, Кĕçĕн Шетмĕри Агреппина Христофорова, Яманакри Нина Алексеева почтальонкăсене аса илетĕп. Шел, пĕри те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, — терĕ Елена Павловна. —Тăрăшуллă çынсемччĕ.

Райхаçат редакторĕсенчен хăй ĕçленĕ çулсенче тăрăшнă Николай Иванова питĕ аван пĕлет. Анна Маркована та ас тăвать.

— Эпĕ Çĕньял Упири сĕт-çу ферминче автомашинăпа сĕт турттарнă çĕрте те вăй хунă. Тюк йĕпетнĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕ. Пăрусем те пăхнă, — аса илчĕ хĕрарăм. — Анчах та “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçеймерĕм.

Ялти Ленин ячĕллĕ урамри 10-мĕш çуртра пурăнать ватă. Çынсемпе тарават. Тăван-хурăнташĕ те çул çухатмасть. Красноармейскинчи шăллĕ — Виталий Павлов та час-часах килсе каять.

Елена Павловна район хаçачĕпе те туслă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика