АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Редакци хăни — Тамара Константиновна

09 декабря 2008 г.

 

Именкассипе Çурткасси, Чумаш, Шурка ялĕсенче — ĕçпе вăрçă ветеранĕсем 100 ытла. Вĕсенчи ветерансен канашĕн “тилхепине” 20 çул ытла Тамара Константиновна Александрова тытса пырать.

— Ватă çын — тăватă çын, теççĕ. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем кусем, — терĕ калаçăва пуçарнă май Т. Александрова. — Вырăнти ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки манăн сăмахăм.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван тăрăх тĕрекĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ эпĕ. Те выльăх-чĕрлăх пăхма юратнăран-ши, 13 çул ялти сысна фермин заведующийĕнче вăй хутăм. Ун хыççăн та ахаль пурăнса ирттерес килмерĕ пуль пурнăçа. Тăватă ялти ватăсем, халĕ те астăватăп-ха, фермăран пăрахсанах хуçалăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне суйласа лартрĕç. Малтанхи пухурах ĕç-пуçа лайăхлатмалли паха сĕнÿсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен кашниех ялсенчи ватăсен социаллă пурнăçне лайăхлатассипе, урамсемпе тăкăрлăксене, çырма-çатра, масар таврашне тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă. Пирĕн Именкассинчех, акă, пилĕк урам. Вĕсене куллен тирпейлĕ те таса, çÿп-çапсăр тытса тăрасси, паллах, кашнин тивĕçĕ. Шел пулин те, хальлĕхе чылай калаçатпăр пулин те, хăш-пĕр çĕрте тивĕçлĕ йĕрке тăваймастпăр-ха.

Вырăнти ветерансен канашĕ хăйĕн ĕç-хĕлне канаш членĕсемпе пĕрле пухăнса канашланинчен, вăл е ку ĕçшĕн яваплисене çирĕплетнинчен тытăнать.

Пилĕк çын вĕсем. Акă, Именкассипе — Римма Фомина, Çурткассипе — Григорий Филиппов, Шуркапа — Юлия Гаврилова, Чумашпа — Мария Егорова.

Тĕрĕссипе, кашни ялтах пур яваплă çынсем. Çынсен хуйхи-нуши кун ыйтăвĕнчен татăлмасть пирĕн. Тухса çÿреймен, кил-çуртра кăштăртатайман çынсене, паллах, куллен хÿтлĕх кирлĕ. Акă, Именкассинче сакăр вуннă тултаракан Ксения Васильева пĕр-пĕчченех пурăнать. Хĕл каçма хутмалăх вутти-шанки те çук. Урамсенчен унтан-кунтан çапă сĕтĕрет вăл. Эпир ăна темиçе хутчен те ваттисен çуртне ярасси пирки сăмах пуçартăмăр. Çук, турткаланать, килтен каясшăнах мар. Ялти сакăр вуннăри тепĕр ватă та пĕр-пĕчченех асапланать. Питĕ шел…

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вут-çулăмĕ витĕр тухнисен йышĕ куç умĕнчех чакать. Халь çав ветерансем тăваттăн кăна тăрса юлчĕç. Чи ватти Сергей Петрович Петров, 1912 çулта çуралнă.

Ялсенче хупă килсен шучĕ те ÿсет çулленех. Тата кил-хуçалăхсенче пĕрер-икшер çын пурăнаканнисем те пÿрнесем çине хурса шутламалăх та юлмарĕç. Шуркапа Çурткассинчех çурчĕсем пур, чылайăшĕнче çын сасси илтĕнмест.

Юлашки çулсенче çемье çавăракансемпе ача-пăча çуратакансем сахалланчĕç.

Миçе ача çуралнă кăçал пирĕн тăрăхра? Калаймастăп.

Çынсем çутă тĕнчерен уйăрăлни шухăша ярать. Шухăшласа пăхăр-ха, кăçал ку таранччен пирĕн тăрăхран 13 çын уйрăлса кайрĕç. Пĕр арçынĕ тата тем сăлтавпа Çĕрпÿ тăрăхĕнче вилсе выртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика