АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси çулĕсене çывхаракансене çăмăллăх кÿретпĕр

09 декабря 2008 г.

 

Предприятисемпе организацисене пĕтернĕ, штатсене чакарнă хыççăн ĕçсĕр тăрса юлнисен хисепĕ çĕр-шывра, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та ÿсет. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби административлă регламентпа килĕшÿллĕн, ĕç шыранă çĕрте йывăрлăх тÿсекен граждансене вăхăтлăх ĕç тупса парас енĕпе çăмăллăх кÿрет. Çак çăмăллăха кам илме пултарать-ха?

— Инвалидсем;

— ирĕкрен хăтарнă çĕртен таврăннисем;

— пенси çулĕсене çывхаракан çынсем;

— ирĕксĕр куçса тата пурăннă вырăнтан тарса килнисем;

— çар службинчен хăтарнă граждансемпе вĕсен çемйисен членĕсем;

— Чернобыль тата ытти радиациллĕ инкексемпе катастрофăсене пула радиациленнĕ граждансем тата ыттисем.

Патшалăх çăмăллăхĕ илме çак документсем кирлĕ:

— вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме ыйтса çырнă анкета-заявлени;

— паспорт е ăна ылмаштаракан документ;

— ĕç кĕнеки е ăна ылмаштаракан документ;

— пĕлÿ илнине çирĕплетекен документ;

— инвалидсен уйрăм реабилитаци программи.

Анкета-заявлени çырман, паспорт, инвалидсен уйрăм реабилитаци программи, ĕç кĕнеки е ăна ылмаштаракан документ тата професси, пуçласа ĕç шыракан ĕçсĕр граждансен вĕренни çинчен çирĕплетекен документ, кирлĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăнни çинчен тунă йышăну çук пулсан, кун пек граждансене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх çăмăллăхĕ пама килĕшмеççĕ.

Гражданина патшалăх çăмăллăхĕ панине вăхăтлăх ĕçе вырнаçма илнĕ направлени çирĕплетет.

Вăхăтлăх ĕçе вырнаçмалли направлени илнĕ хыççăн ĕçсĕр гражданинăн виçĕ кун хушшинче ĕç паракан патне каймалла. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалистне ĕç параканпа калаçни çинчен пĕлтермелле тата хăйне панă направлени çине ĕç паракан паллă тунине кăтартмалла.

Патшалăх çăмăллăхĕпе тивĕçтермелли йĕрке

— ĕçсĕр гражданин ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ патне патшалăх çăмăллăхĕ илме хăй пырать;

— анкета-заявлени çырнине, документсене, ĕçсĕр çыннăн кăмăлне тата ĕç параканăн требованийĕсене шута илсе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сотрудникĕ гражданина вăхăтлăх ĕçе вырнаçма сĕнет. Килĕшÿллĕ ĕç пулсан ĕçсĕр гражданин килĕшнипе ăна ĕç паракан патне кайма направлени алла тыттараççĕ.

Гражданин ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕ вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнипе килĕшмесен тата вăхăтлăх ĕç ăна юрăхлă пулсан, çав гражданина ĕçсĕр тесе паракан пособие тÿлеме чарса лартма йышăну тăваççĕ.

Ĕçе вырнаçасси пулмарĕ-тĕк, килĕшекен ĕçе малалла шыраççĕ.

Ĕçе вырнаçнă хыççăн ĕçсĕр çын хăй ятне регистраци учетĕнчен хураттарать. Мĕншĕн тесен вăхăтлăх ĕçленĕ чух вăл ĕçлĕ шутланать.

Ĕçченпе ĕç паракан васкавлă ĕç килĕшĕвĕ çыраççĕ, ĕçлени çинчен ĕç кĕнеки çине паллă тăваççĕ.

Кăçалхи 10 уйăхра ĕç шырас çĕрте йывăрлăх тÿсекен 3 инвалида, пенси çулĕсене çывхаракан 6 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Еншик Чуллăпа Красноармейски ял тăрăхĕсенче — икшер, район администрацийĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕнче, тулли мар яваплă “МТС” пĕрлешÿре пĕрер çын тĕрлĕ ĕçсенче вăй хучĕç. Пенси çулĕсене çывхаракан, ĕç шырас çĕрте йывăрлăх тÿсекен граждансене вăхăтлăх ĕç тупса памалли статьяпа пире 10160 тенкĕ уйăрса панă, ăна пĕтĕмпех тăкакланă.

Ĕç вырăнĕ пирки тĕплĕнрех ĕçпе тивĕçтерекен центрта ыйтса пĕлмелле. Вăл çакăн пек адреспа вырнаçнă: Красноармейски ялĕ, Комсомольски пралукĕ, 1 çурт.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика