09 декабря 2008 г.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче патшалăх комиссийĕ юлашки обăекта — Арçунакассине çитерекен çула — ĕçе йышăнчĕ. Çапла майпа ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлесси енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне пурнăçа кĕртес тĕллев пурнăçланчĕ.
Асăннă Указа 2006 çулхи август уйăхĕнче кăларнă. Унта Чăваш Енре халăх пурăнакан пур вырăнсене те çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси республикăн чи малтан пурнăçламалли задачи пулса тăрать тесе палăртнă. Виçĕ çул каялла Трак енри 89 ялтан 48-шне асфальтлă çулсем çитернĕ пулнă. Çакă вĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене самай çăмăллатнă. Ытти ялсенчи çынсем вара кун пирки юмахри пек ĕмĕтленме çеç пултарнă. Вĕсен пурнăçĕ йĕпе-сапаллă çанталăкра, уйрăмах çуркуннепе кĕркуннесенче нушаллă пулнă: вутă-шанкă, строительство материалĕсем, ытти тиевсем турттарса килнĕ чух кĕрсе ларса мĕн чухлĕ пылчăк çăрма тивнĕ. Çакă, каламасăрах паллă, хуçалăхсемпе предприятисен тата ыттисен техники — машинăсемпе тракторсем — вăхăтсăр юрăхсăра тухасси патне илсе пынă. Ку вара çав тери пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Çавсене тĕпе хурсах ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров республикăри мĕн пур ялсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарас тĕллев лартрĕ. Паллах, ку калама çук пысăк задача. Ăна çавăн пек кĕске вăхăтра пурнăçлама пулать тесе чылайăшĕ шутлама та пултарайман. Анчах ĕçе пĕлсе йĕркелесен, подрядчиксемпе пĕр чĕлхе тупсан тата умри тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрсан, юмахран та чăн тума пулать иккен. Кăна хамăр тĕслĕх çинчех курса ĕнентĕмĕр. Президент Указне пурнăçласа, 2006 çулхи çурла уйăхĕ хыççăн Трак енри 41 яла çити 49,8973 км, çав шутран пĕлтĕр — 31,6, кăçал 18 километр ытларах çĕнĕ çул хывнă. Вĕсенчен 19 ялне çитерекен çулĕ çине асфальтпа бетон сарнă. Çул-йĕр тăвас çĕрте района тулли мар яваплă “Воддорстрой”, “Дорстрой”, “Дорсервис”, “Стройсфера”, “Агротракт”, “Транзит” пĕрлешÿсемпе ЧР “Чувашавтодор” патшалăх унитари предприятийĕ, Вăрнарти ДРСУ, Пăрачкаври ДРСУ, Çĕмĕрлери кĕпер юсакан-тăвакан отряд пулăшу кÿчĕç. Уйрăмах “Воддорстрой” ĕçченĕсем пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçларĕç, 19 яла (Пулайкассипе Шăнарпуçне, Типварпа Туканаша, Пĕчĕк Супарпа Кĕçĕн Чуллăна, Çурткассипе Шуркана, Чумашпа Вăрманкаса, Хĕлеçпе Чаканара, Енĕшкассипе Çавалçырмана, Кушарпа Кÿлçырмана, Дворикпе Пайсупина, Санькассине çул çитерчĕç, вĕсен тăршшĕ — 22,091 километр. “Дорстрой” — 7 яла (Йÿçкассипе Хусакассине, Вутланпа Малти Карăка, Кайри Карăка, Çырмапуçпе Сурăмхĕррине) — 9,698 км, “Чувашавтодор” — 11 яла (Шăпăрлăвара, Çеçмерпе Ямайкассине, Ыхракассипе Уйриçурта, Четрикпе Кăлавана, Упаçырмипе Тăватпÿрте,Тури Типçырмапа Анат Типçырмана) — 15,267 км çул турĕç.
Халĕ районти пур ялсене те хытă сийлĕ çул илсе çитерет. Тÿрех каламалла, çынсен çул çÿрев ыйтăвĕсене татса парассине çакă çав тери лайăхлатрĕ. Кашни ял патне хытă сийлĕ çул çитерме укçи-тенки те, паллах, чылай тăкакланчĕ. Çавăнпа та пирĕн кашнин вĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлмелле, гусеницăллă тракторсемпе чупса çĕмĕрмелле мар. Çавăн чухне тин вĕсем пире нумай çулсем хушши усă кÿрĕç.
ЧР Президенчĕ ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене тĕпрен лайăхлатма тĕллев тытнă. Çавна тĕпе хурсах вăл кашни ялăн тĕп урамне асфальтлă çул хывас задача лартнă. Ăна 2015 çул тĕлне пурнăçламалла.