05 декабря 2008 г.
Ноябрĕн 27—28-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта сусăр çынсемпе инвалид-ачасен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Х спорт фестивалĕнче пирĕн районтан 6-ăн, 4 ачапа çитĕннĕ 2 çын, хутшăннă.
Унта теннисла выляса районта мала тухнă Сергей Пантелеймонов (Кайри Карăк) республикăра умлăн-хыçлăн виççĕмĕш хут çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Сергей Анатольевича дипломпа тата укçан премипе чысланă.
Надежда Владиславовна Ильина (Именкасси) вара шахмăтла лайăх вылянă. Ачасенчен Дима Ильин (Красноармейски) — шашкăлла выляссипе, Леонид Мудров (Яманак) чупассипе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр.