07 ноября 2008 г.
Районти хатĕрлев кантурĕ çывăхĕнчен иртрĕ Çемен. Тир-сăран пама килнĕччĕ кунта. Тавраран çаврăнас темерĕ. Çĕнтерÿ паркĕпе ăмсанса пычĕ. Хатĕрлев кантурĕ çывăхĕнчи çырмана та сăнарĕ. Çырма çырмах ĕнтĕ. Çавах та ку таврашра тирпей-илем çуккки кăмăла хуçрĕ.
— Эккей! — хаштах сывларĕ Çемен. — Çÿп-çап купи айне тăвасшăн-ши ку тăрăха?
Чăнах та, эрех-сăра кĕленчисем йăваланса выртни тарăхтарчĕ Çемене. Парка кĕнĕ çĕрте тата рабица картана, тÿртен çул тăвас тесех, шăтарса, çĕмĕрсе хунă. Çакă та питĕ пăшăрхантарчĕ.