07 ноября 2008 г.
Хĕлимун ялтан çитнĕ. Район центрĕпе киленсе тăвалла улăхать. Капăрланать Красноармейски ялĕ. Куç умĕнчех ÿсет, пысăкланать. Унчченхи пĕр хутлă çуртсен йышĕ сахалланать. Унта та кунта, урамсенче темиçешер хутлисем нумайланаççĕ. Хĕпертесе утать ватă.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ умĕнче вăл тротуартан пăрăнса çул урлă каçма тăчĕ. Тÿртен тухма тесе ешĕл курăк лаптăкĕ çине кĕчĕ. Çав вăхăтра гимназирен тухакан пĕр иккĕмĕш е виççĕмĕш классенче вĕренекен ачапа тĕл пулчĕ.
— Юрамасть, мучи, нук-ка, каялла. Мĕншĕн-ха чечексене таптатăн. Эпир шăварса çитĕнтернĕ вĕт вĕсене, — асăрхаттарчĕ Хĕлимуна ача. — Директора калатăп.
Хĕлимунăн çурăмĕпе тăруках сивĕ хум чупса иртрĕ. Лайăхмарланчĕ. Пит-куçĕ те, вăтаннипех пуль, палан çырли евĕрех хĕрелчĕ.
Ватă каялла çаврăнчĕ. Сăмах хушма чĕлхи-çăварĕ çаврăнаймарĕ унăн. Хăй тĕрĕс мар тунине ăнланчĕ вăл.