07 ноября 2008 г.
Ванюшкассинчи В. Викторов ветеран хăйĕн ачалăх çулĕнчи интереслĕ самантсене аса илет.
Иртнĕ вăхăт халĕ те тĕлĕкри пек çеç туйăнать. Уйрăмах маншăн ачалăх çулĕсем манăçмаççĕ. Именкассинчи шкулта вĕреннĕ самантсене епле манăçа кăларăн-ха? Акă, 1951-мĕш çулхи çуркунне куç умне тухать. Мăн Çавал юхан шывĕ ейĕве тухнă май каникул кунĕсем те çывхаратчĕç. Именкасси айлăмĕнчен тытăнса Йÿçкасси таранах çурхи шыв хуçаланатчĕ. Йÿçкасси, Ванюшкасси ялĕсенчен шкула çÿрекен ачасемшĕн çакă пысăк чăрмавччĕ. Йÿçкассинчи ырă кăмăллă çынсем вара яланах вĕренекенсемпе юнашар пулнă. Вĕсем лаптак тĕплĕ кимĕсемпе ачасене пĕр çырантан тепĕр çыран енне лартса каçарнă. Тавах Турра, пур чухне те йĕркеллех каçкаланă, çаврăнса ÿкмен. Ун чухне Мăн Çавалпа Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕсем урлă трос карнă каçăсем пулман.
Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăшкасси ачисем те Именкасси шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Тăван кил пуриншĕн те хаклă ĕнтĕ. Тепĕр саманта аса илем-ха. Чăрăшкассисемшĕн, Ванюшкассисемшĕн Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хăрушлăх кăларса тăратнă çав. Çуркуннехи Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕн шайĕ каçхи сивĕпе чакатчĕ. Ирхине вара ун урлă пилĕк таран йĕпенсен те каçма пултарнă. Акă, Чăрăшкассинчи Венямин Трифонов пĕррехинче Именкасси — Ванюшкасси электролини тăрăх каçма шутланă. 10000 вольтлă пулнă вăл. Шутланă, тунă. Çамрăк юпа çине ал-ура вăйĕпе хăпарса кайнă. Пралук тăрăх юхан шывăн тепĕр енчи юпи патне çитиччен, алă вăйĕпе каçнă, çĕр çине аннă. Ун чухне телее пула Именкасси ГЭСĕ ĕçлемен пулнă.
В. Трифонов ÿссе çитсен Хура тинĕс çар Флотне службăна лекрĕ. Вăйлă та маттур каччăччĕ, чăнах та.