07 ноября 2008 г.
(Районти халăх пултарулăх çуртĕнче çĕнĕ сезон уçăлчĕ)
Юрă-кĕвĕ яланах халăхпа юнашар. Пурнăçра хавхалантарать, чун-чĕрере çунат хушать вăл. Кам юрлама, ташлама, савăнма вăхăт тупать, унăн кăмăл-шухăшĕ яланах çĕкленÿллĕ. Çавăн пек чух ватăлмасть çын. Хуйхă-суйхă аякра тăтăр. Акă, районти халăх пултарулăх çуртне юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче каçхине пухăннисем те çак сăмахсене ăшри хавхалануллă туйăмпа тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Культура ĕçченĕсен çĕнĕ сезонĕ уçăлнă май пухăннисен умне чăн малтанах район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Николай Антонов тухрĕ. Питĕ таса та, уçăмлăн чăвашла калаçрĕ вăл.
— Çĕнĕ сезон уçăлнă май культура ĕçченĕсене тата зала пухăннисене чун-чĕререн саламлатăп. Тавтапуç сире эсир пурришĕн. Эсир кĕçĕр культура ĕçченĕсен ĕç-хĕлне хаклама пухăннишĕн, вĕсен творчествăлла пултарулăхĕпе хавхаланса ыранхи кун валли вăй-хал хушнишĕн сире тавах, — терĕ Николай Илларионович. — Çĕнĕ сезонта кунта тĕрлĕрен 12 кружок ĕçлессине палăртнă.
Чăн малтанах сцена çине районти ветерансен хорĕ (ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев) тухрĕ. Палăртма кăмăллă: 17 çынтан тăракан йышра çамрăкраххисемпе пĕрлех çитмĕл урлă каçнисем те пур. Çав йышра манăн малтанах Красноармейскинче пурăнакан милици ветеранне Геннадий Сергеева асăнассăм килет. Хăйĕн иксĕлми сассипе Хĕлеçри Пимен Федоров та мĕн пур куракансене сцена еннелле çавăрчĕ. Епле паха шăрантарчĕ вăл “Эх, Иван” юрра. Аллинчен хут купăс каймарĕ тата…
Ветерансен хорĕнчи хĕрарăмсем те кĕпе-тумтирĕсемпе çеç мар, хăйсен чăваш юррисемпе, ташшисемпе çынсене тыткăнларĕç.
Юлашки вăхăтра районти пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ачасен “Çунат” драма кружокĕ те (ертÿçи Надежда Николаева) творчество лаççинче сумлă утăмсем тăвать. Вăл республикăри конкурсра та çĕнтернĕ. Хальхинче те ачасем сцена çинче хăйсен таланчĕпе тыткăнларĕç. Культура тытăмĕнче вăй хуракансенчен йĕркеленĕ хĕрарăмсен “Кăмăл” ансамблĕ те сезона çĕнĕ программăпа тухрĕ.
Хут купăсçăсен йышĕ Трак енте йышланни куç умĕнчех. Çакна иртнĕ çул Красноармейскинче хут купăс ăстисен фестивальне ирттерни те яр уççăн çирĕплетет. Хальхинче те районти халăх пултарулăх çурчĕн сцени çине Николай Никоноров, Анатолий Алексеев, Юрий Романов тата Гена Яковлев улăхрĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Юрий Петрович Романов хут купăс кăна тăсмасть, пушă вăхăтра юрăсем те çырать.
Çитес çулхи сезона уçнă май районти культура фронтĕнче хамăр ентешсем Верăпа Гурий Алексеевсем иксĕлми тÿпе хывнине палăртмалла. Чăннипех те маттур, хăть хăçан та хавхалануллă мăшăр тесе калассăм килет вĕсене.
Гурий Федорович ачалăхне Яманакпа çыхăнтарнă. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул тултарать. Композитор. Пирĕн ентеш — ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Сцена çинче Алексеевсем “Атăл вăрăм, анлă” юрăна шăрантарчĕç, çавăн пекех Вера Филипповна мăшăрĕ, Гурий Федорович кĕвĕленĕ “Манса кай” юрра парнелерĕ.
Районти “Трак ен” халăх фольклорĕ те (илемлĕх ертÿçи Николай Никоноров) ĕлĕкренех халăхра анлăн сарăлнă юрă-кĕвĕпе, чăваш ташшисемпе ялсенче пулса çынсене хавхалантарассипе чылай ĕçлет.
Асăннă коллектив пысăках мар ĕнтĕ, пĕтĕмпе те унта 14—15 çын. Çав йышра çитмĕл урлă каçнисем те пур. Уйрăмах ку тĕлĕшпе Красноармейскинче пурăнакан, çитес кăрлач уйăхĕнче 75 çул тултаракан Гурий Дубров ăшă та пархатарлă сăмахсене тивĕç.
Сезона уçнă май районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ытти кружоксен артисчĕсем те халăх умне тухрĕç. Кашниех хăйне евĕр юрă е ташă, курăну хатĕрленĕ. Апла пулсан, пурне те творчествăра, çăл куç таппи евĕр, сÿнми пултарулăх, иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунар.