АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурне те “Астăвăм” кĕнекене кĕртесчĕ

07 ноября 2008 г.

 

Çĕрпÿри педучилищĕрен вĕренсе тухнисем çинчен “Имя твое в памяти поколений” ятлă кĕнеке пухса хатĕрлеççĕ.

1931—1955-мĕш çулсенче Çĕрпÿри педагогика училищинчен 1800 ытла çын вĕренсе тухнă. “Кĕçĕн классенче вĕрентекен” профессине алла илсе республикăри çĕршер шкулсенче ĕçленĕ. Вăл шутра Красноармейски районĕнчен тухнă ик çĕр ытла вĕрентекен ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре 35—40 е ытларах çул таранах тăрăшнă. Нумай-нумай пин çын паянхи кун та вĕсене ырă ятпа асăнать. Еншик Чуллă тăрăхĕнчен — 27, Яманакран тухнисем — 19, Супартан — 9, Упирен — 6, Чатукассинчен 5 тата ытти чылай ялтан 4—3—2-шер çын педагог ĕçне суйласа илнĕ. Анчах питĕ шел, вĕсен йышĕ çулленех чакса пырать, эпир те вĕсене мансах пыратпăр. Çапла ан пултăр тесе эпĕ темиçе çул каялла Çĕрпÿ педагогика училищинчен вĕренсе тухнисем çинчен аса илÿсем çырма пуçларăм. Паянхи куна виçĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Вулакансем хушшинче саланса пĕтрĕ. Кĕнекесенче 400 вĕрентекен çинчен каласа пама май килчĕ (вăл шутра Красноармейски районĕнчен тухнисем 29-ăн). Сирĕн тăрăхран тухнă педагогсем çинчен сахал каласа панин сăлтавĕ — иртнĕ çулсенче кĕнекесем çырни çинчен никамах та пĕлейменни. 2007 çулхи августăн 2 мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче 90 çын — Çĕрпÿ педагогика училищине вĕренсе пĕтернисем тĕл пултăмăр, 2010 çулта тепĕр кĕнеке кăларма палăртрăмăр. Халĕ “Имя твое в памяти поколений” пулас кĕнеке валли материалсем пухатпăр. Пире пурин çинчен çырнă (хăшĕ-пĕрисем тахçанах çĕре кĕнĕ пулсассăн та) аса илÿсем кирлĕ. Вĕсем çинчен, паллах, шкулсенче пĕрле ĕçленĕ çынсем, тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем, уйрăмах шкул ертÿçисем нумай пĕлеççĕ. Сирĕн алра паян педагог-ветеранăн ĕç кĕнеки, çар билечĕ, çурални е вилни çинчен пĕлтерекен свидетельство, пенси кĕнеки, шкулсенче çырнă приказсем (хушусем), вĕрентекенсен лайăх ĕçĕсем çинчен çырнă хаçат-журналти статьясем пулма пултараççĕ. Çакнашкал хутсемпе ытти материалсене пирĕн пата çитерсен пурне те “Астăвăм” кĕнекене кĕртме май туса пулăшма пултаратăр эсир.

Чи малтанах пуçтарнă материалсене ялти шкула çитерме тăрăшăр, вĕсем районти вĕрентÿ пайне çитерĕç; унта, паллах, районĕпех пĕрлештернĕ, пур енчен те тишкернĕ материал пухĕç. Ан манăр, вĕрентекенĕн сăн ÿкерчĕкĕ (шурă-хура, пахалăхĕ аван) пулсассăн питĕ аванччĕ.

Материалсене почта урлă ярса парас тесессĕн, çак адреспа усă курăр: 428031, г. Чебоксары, ул. Кадыкова, дом 8, кв. 36. Воротников Михаил Антонович. Телефон: 51-16-02. Çитес 5—6 уйăх хушшинче сирĕнтен çырусем кĕтетĕп.

Сире хисеплесе М. Воротников, тавра пĕлÿçĕ, Çĕрпÿ педучилищине 1951 çулта пĕтернĕскер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика