07 ноября 2008 г.
Çулленех, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче “Кĕрхи бал” уяв иртет.
Кĕрхи уява хатĕрленсе эпир чи малтанах зала илем кĕртрĕмĕр. Хамăр алăпа ăсталанă япаласен конкурсĕнче Н. Афанасьев (3-мĕш класс), Д. Соколов, В. Данилов, М. Егоров (5-мĕш класс) палăрчĕç. Кашни класс хатĕрленĕ концерт программи пурин кăмăлне те кайрĕ. Тĕрлĕ конкурссенче “Улма-çырласем” команда çĕнтерчĕ.