07 ноября 2008 г.
Чăваш Ен “Кадрсен резервĕ — çĕр-шывăн профессиллĕ команди” федераллă проекта ĕçе кĕртме тытăннă.
— Çĕр-шывăн инновациллĕ аталанăвĕнче пахалăхлă утăм тума камăн вăй-хăват, хастарлăх пур, вĕсене пурне те усă курмалла, — ăнлантарать Раççей Президенчĕн Администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владислав Сурков, проектăн идиологĕсенчен пĕри. — Инновациллĕ экономика вăл экономика çеç мар, çав вăхăтрах çынсем те.
“Кадрсен резервĕ — çĕр-шывăн профессиллĕ команди” проект кадрсен ыйтăвĕпе парти хуравĕ пулчĕ. Ăна шăпах РФ Президенчĕ Д. Медведев лартнăччĕ. “Кăçалхи июль уйăхĕн вĕçĕнче çĕр-шыв пуçлăхĕ управленин резервне çирĕплетессипе канашлу ирттернĕ, унта вăл кадрсен резервĕпе, уйрăмах губернаторсене суйласа лартассипе пысăк проблемăсем пуррине палăртнă. “Запасри тенкел çинче çынсем çук, çавăнпа регионсенчи пысăк должноçсене кадрсем суйласа илнĕ чухне пуç ватма тивет”, — тенĕ вăл. Çавăнпах Дмитрий Анатольевич пысăк шайри ертÿçĕсен кăтартăвĕсен ятарлă тытăмне йĕркелеме сĕннĕ.
“Единая Россия” çийĕнчех чĕнÿ çине хуравпа тухнă: хальхи парти проектне çĕнĕ шая кăларма шутланă. Регионсенчи координаторсен умне активлă тата профессиллĕ çынсене тупса палăртмалли задача лартнă.
“Кадрсен резервĕ — çĕр-шывăн профессиллĕ команди” проекта туса хатĕрлекенсенчен пĕрин Ю. Котлерăн шучĕпе шыраври çынсен тĕп енĕсем çаксем пулмалла — профессие пĕлни, ĕçченлĕх, тимлĕх, гражданлăх. Юлашки услови — çыннăн тем тесен те патшалăх службинче ĕçлемелле.
Иккĕмĕш тапхăрта тупса палăртнисен кăтарту базисене йĕркелеме пăхаççĕ.
Виççĕмĕш тапхăрта вара çĕр-шыври чи пултаруллă та малашлăхлă çынсен Топ — 1000-не туса хураççĕ.
“Единая Россия” партин Генеральнăй совечĕн президиумĕн секретарĕн В. Володинăн сăмахĕпе федераллă тата регионсенчи парламентсенче çак партин çыннисем йышлă пулнăран влаçа камсем килни, вĕсем чăн-чăн профессионалсем, йĕркеллĕ çынсем пулни питех те пĕлтерĕшлĕ.
“Единая Россия” партин ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А. Воробьев çакна палăртать: кадрсен проекчĕ асăннă партишĕн те, патшалăх органĕсемшĕн те пĕр хут тăвакан ĕç мар, системăллă пултăр.
Кам та кам асăннă проекта хутшăнасшăн, ун пирки ытларах пĕлесшĕн, вĕсем проект сайчĕпе паллашма пултараççĕ.