07 ноября 2008 г.
Пакша чи хитре те илемлĕ чĕр чунсен шутне кĕрет. Ăна тĕл пулсан ватти те, вĕтти те пăхса тăранаймаççĕ.
Зоологсем палăртнă тăрăх, çĕр çинче 200 ытла тĕрлĕ пакша пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринчен пысăкăшĕпе те, йывăрăшĕпе те, тĕсĕпе те уйăрăлса тăраççĕ. Чи пысăк пакшасем 3 килограмм таран таяççĕ, тăршшĕ çур метра çитет. Чи пĕчĕккисен йывăрăшĕ вара — 10 грама яхăн кăна.
Пирĕн таврара пурăнакан пакша — чи анлă сарăлнисенчен пĕри. Ăна мĕн ĕлĕкрен çынсем хаклă тирĕшĕн тытнă, тирне чикĕ леш енне сутнă. Унти халăхсем вăл вăхăтра ăна “вырăс пакши” тенĕ. 1970-мĕш çулхи кăтартусем тăрăх, Совет Союзĕнче ку чĕр чун тирне çулталăкра 3074,3 пин таранах хатĕрленĕ. Çакă вăл ирĕкре пурăнакан мамăк тирлĕ чĕр чунсен йышĕнче чи пысăкки шутланать. Ĕлĕкхи çынсем пакша тирĕпе кăна мар, какайĕпе те усă курнă, ун пахалăхне пысăк хак панă. Пĕçерсен те вăл часах пăсăлман иккен.
Пакша йывăç çинче хăйне чи пултаруллă акробат евĕр тытать. Хăйне кирлĕ чухне е хăрушлăх килсе тухсан, йывăç тăрринченех çĕр çине сикме пултарать. Çакна пурнăçлама ăна мамăк хÿри пулăшать. Йывăçа вăл пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе туйса тăрать. Унăн пуçĕ, хырăмĕ тата урисем çинче туйăм çăмĕсем вырнаçнă.
Пирĕн тăрăхра пурăнакан пакшасене кирек мĕнле хутăш вăрманта та тĕл пулма пулать. Çапах та вĕсем ытларах хырпа чăрăш, юманпа шĕшкĕ çитĕнекен вăрмансене кăмăллаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен тĕп апачĕ чăрăшпа хыр вăррисем, юман йĕкелĕпе шĕшкĕ мăйăрĕ шутланаççĕ. Çавăн пекех пакшасем тĕрлĕрен çырласене, уйрăмах ăвăспа хурăн кăмписене, юратса çиеççĕ. Çиеççĕ кăна мар, хĕллехи вăхăтра тăранса пурăнма “кĕлете” ытлăн-çитлĕн мăйăрпа йĕкел, хăйсем типĕтнĕ çырласемпе кăмпасем пухаççĕ. Пĕр пакша кăна икĕ пин ытла кăмпа татса типĕтнине палăртнă. Вĕсен кĕлечĕ вара — тĕрлĕ йывăçсен хăвăлĕсем.
Хырпа чăрăш е юманпа шĕшкĕ çимĕç паман çулсенче пакша юр айне чавса кĕрсе те апат шырать. Таврара апат сахал пулнă çулсенче вăл ял-хула çывăхĕнчи вăрмансемпе парксене куçса пырать. Темиçе çул каялла район центрĕнче, газ уçлакан станцинче ĕçлекенсем пурăнакан поселокра пиллĕк хутлă çуртсем хушшинче пакша çÿренине асăрханă. Асăрханă кăна мар, çамрăксем ăна чĕрĕллех алла илнĕ. Темле айăпа кĕнĕ ĕнтĕ çак илемлĕ чĕр чун. Кÿршĕ Липовка ялĕнче пурăнакансем те ял хушшинче пакшасем çÿренине пĕрре кăна мар асăрханă.
Юлашки çулсенче пакшасем вăрмансемпе хула çывăхĕнчи парксенче йышланчĕç. Вĕсем çынсене хăвăрт хăнăхаççĕ, тепĕр чухне алă çинчи апата илсе çиеççĕ.
Ăçта пурăнать-ха çак капăр хÿреллĕ çут çанталăк кайăкĕ? Нумайăшĕ пакша йывăç хăвăлĕнче пурăнать тесе шутлать. Çак ăнлану тĕрĕсех мар. Йăвине вăл вĕтĕ туратсенчен çÿллĕ юманпа чăрăш çине çавăрать. Чакак йăви евĕрлĕрех вăл, çÿл енчен те ăна çумăр анмалла мар хупланă. Кĕрсе çÿреме икĕ енчен шăтăк пур. Йăва тĕпне тĕрлĕрен чĕр чунсен çăмĕпе, тĕксемпе тата типĕ мăкпа çемçетнĕ. Çакăн пек йăвасене пакша темиçе те хатĕрлет. Вырăсла унăн йăвине гайно теççĕ. Пĕр йăвинче пăрçасем ĕрчесе кайсан, пакша тепĕр йăвана куçать.
Тискер чĕр чунсем сунара яланхиллех каçпа тухаççĕ. Пакша кун çутипе пурăнать, кăнтăрла апатланать. Çавăнпах ĕнтĕ сунарçăсен аллине те çăмăллăнах лекет.
Мамăк тĕкне вăл çулталăкра икĕ хут улăштарать. Çавна май çулла унăн тĕсĕ хăмăр-кăвак, хĕлле — сарăрах-кăвак, хырăм айĕ — яланах шурă.
Çулталăкра икĕ хутчен йыш хушать. Çурасен хисепĕ 2—12 пулать. Вăл вара вăрман пуянлăхĕнчен, апат шутĕнчен килет.
Пакшан вăрманта тăшмансем те сахал мар. Ăна кашни утăмрах сăсар сыхлать. Çавăнпа ĕнтĕ унăн йăви те икĕ алăклă. Сăсарсăр пуçне пакшана шăши юсĕ, тилĕ, çавăн пекех вĕçен кайăксем — хурчăкапа тăмана час-часах тапăнаççĕ.
Айăпсăр чĕр чун вăл — пакша. Хунатăр, илем кÿтĕр пирĕн тăрăхри вăрмансене.