07 ноября 2008 г.
Пшонкă — Ванюшкасси автомобиль çулĕ çинче кăçал тума палăртнă ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ.
Строительсем Мăн çырман икĕ çыранне пĕрлештерекен дамбăна хÿтĕлемелли сооруженисем тăваççĕ. Юр-çумăр шывĕсене дамба айккинелле юхтарса ямалли картлашкаллă валаксем хăйсемех пысăк калăпăш-лă ансатах мар хатĕрсем пулса тăраççĕ. Вĕсене тума вуншар кубометр бетон кирлĕ. Дамбăн çырмари пайĕн икĕ хĕррине инкекрен хÿтĕлемелли барьерсен юлашки пайĕсене вырнаçтараççĕ. Рабочисем хавхалануллă, çĕкленÿллĕ кăмăл-па ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче Пшонкăн эпĕ лайăх паллакан маттур чăвашĕ Василий Павлов та пур иккен. Вăл шÿтлесе çынсен кăмăлне çĕклеме маçтăр.
Строительсем каланă тăрăх, хĕл çывхарнине пула асфальт сарассине тепĕр çула куçарнă. “Агротракт” ĕçченĕсем малашлăх пирки те шухăшлаççĕ. Çитес çулсенче “Ванюшкасси — Актай” автомобиль çулне тума ĕмĕтленеççĕ. Ку тĕллев пурнăçлансан Красноармейски — Ванюшкасси — Çĕрпÿ автотрасса пулĕ. Вара нумай-нумай çынсен тахçантанпах ĕмĕтлен-нĕ ырлăхĕ çитĕ. Кунта маршрутлă автобуссемпе ытти транспорт хатĕрĕсем çÿреме пуçлĕç. Халĕ Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕн автобусĕ Ванюшкасси ялнех пырать. Ачасемшĕн ку — чăн-чăн савăнăç.
Шыв юххисене строительсем, шел те, алă вăйĕпех тă-ваççĕ. Капла йÿнĕрех ларать е ку ĕçе механизацилеме çук-ши? Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, кунта ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ.