АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешĕл палăксем

07 ноября 2008 г.

 

Трак енре Матя вăрма-нĕ пур. Ун çинчен Лука Семенов çыравçă хăй вăхăтĕнче вăрăм сăвă çырнăччĕ. Матя вăрманне кунтисем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те пĕлеççĕ. Вăл вăрман тăрăхĕ Васнар ялĕ çумĕнчен пуçланать те Коммуна пĕви патне çитичченех тăсăлать. Хĕлле — хуран, çуркуннепе çулла — симĕссĕн, кĕркунне саррăн курăнса ларать.

Кам-ши вăл Матя? Унпа интересленекенсем пулĕç-ха. Çырĕç те, тен.

Çакă паллă: Матя çут çанталăка юратакан, малашлăх çинчен шухăшлакан çын пулнă.

Ку уй — çара уй. Хĕл кунĕсенче кунта кусăрка ÿлет. Кутсăр-пуçсăр çил-тăманра умри çула та çухатма пулать. Çара уйри йывăçлăх — юр тытмалли паха меслет те.

Матя пуçарнипе е вăл йĕркелесе янипе лартнă йывăçсене халь вăрман сăнĕ кĕнĕ. Халăх унăн ĕçне, тăрăшулăхне хакласа çак йывăçлăх тăрăхне Матя вăрманĕ тенĕ. Кун пек пысăк хисепе пурнăçра пурне те пÿрмен. Вăл темĕнле медальтен те, орденран та чаплă.

Карайпа Кÿлхĕрри ялĕсем хушшинче те пĕччен ешĕл па-лăк ларать. Вăл Çтаппан йăмри. Каланă тăрăх, Çтаппан Кÿлхĕрри çынни пулнă. Ăçта килнĕ унта кайса лартман йăмрана, çул хĕррине, уй варринчи çыр-ма пуçламăшне суйласа илнĕ. Лартнă, шăварнă, асăрхаса тăнă. Иртен-çÿреншĕн вăл — çул маякĕ. Эп астăвасса лаштра туратлăччĕ, турат палăрми çулçăллăччĕ Çтаппан йăмри.

Йăмра та çын пекех ватăлать, иккен. Ун çине пăхатăн та шухăша каятăн: мĕн çинчен салхуллăн кашлать-ши вăл? Тен, хăй хуçине аса илет. Ан кулян, йăмра! Сан çине пăхса: “Ку Çтаппан йăмри”, — теççĕ. Эппин сан хуçу та çынсен асĕнчех.

Уяр çанталăкра унта-кунта хыр, чăрăш лаптăкĕсем симĕссĕн курăнса куçа савăнтараççĕ. Карай ялĕ çывăхĕнчи Хуп кĕпер çырминчех ун пек хырлăх виççĕ те.

— Ĕнесем ăçта? — ыйтать пĕри.

— Хырлăх çумĕнче! — тет тепри.

— Хăш хырлăх çумĕнче? — ăнланмасăр ыйтать лешĕ.

Ытла та тÿрккес-çке эпир. Вăл хырсем кунта хăй тĕллĕн килсе ÿсмен. Вĕсене тăпрана эрозирен сыхласа хăварма лартнă. Ку ĕçе кам та пулин пуçарнипе е йĕркелесе пынипе тунă, паллах. Çав çынсен ячĕсемпе пĕрне “Иванов вăрманĕ”, теприне “Петров вăрманĕ”, виççĕмĕшне “Сидоров кати” тенĕ пулсан, япăхчĕ-ши?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика