31 октября 2008 г.
Ветерансем районти “Ял пурнăçĕ” хаçата юратса вулаççĕ.
Ĕмĕр сакки сарлака… Çак сăмахсем Супарта пурăнакан 73 çулхи Зинаида Пантелеймоновна Степановашăн та çывăх. Хура-шурне пайтах курнă. Мăшăрĕнчен — Ванькăран — 39 çултах юлнă. Чĕрепе аптранă упăшки 43 çултах çĕре кĕнĕ. Икĕ ывăлпа икĕ хĕре хăрах çунат айĕнче пăхса çитĕнтернĕ. Халь тăхăр мăнук тата мăнукĕсен икĕ ачи З. Степанован.
Савăнать, мухтанать ватă вĕсемпе. Пĕр ывăлĕ, акă, Олег Иванович Степанов, тивĕçлĕ канăва тухиччен Сĕнтĕрвăрри районĕн прокурорĕнче ĕçленĕ.
— Район хаçатне вулатăр-и? — ыйтрăм урамра курнăçнă З. Степановаран.
Вăл Красноармейскинче 33-мĕш çуртри хваттерте пурăнакан хĕрĕпе кĕрÿшĕ патне килнĕ-мĕн. Кунтах хĕл каçать кăçал.
— “Чăвашпичет” киоскĕнчен туянатпăр. Юратсах вулатпăр, — хăй шухăшне пытармарĕ ватă.
Унпа юнашарах сак çине тепĕр хĕрарăм вырнаçнă. Алевтина Никифоровна Журавлева ку. 71 çула кайнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех почтăра вăй хунă.
— “Ял пурнăçĕ” хаçат килĕшет-и сире? — сăмах хушрăм ăна.
— Килĕшет, — йăл кулăпа хуравларĕ А. Журавлева.
Кăмăллă калаçу сыпăнчĕ ватăсемпе. Вăй патăр сире, ватăсем, тесе калассăм килет манăн.