31 октября 2008 г.
Районта октябрĕн 20—25-мĕшĕсенче çул-йĕр правилисене тĕрĕс пĕлессипе шкулсенчи отрядсенчи çамрăк инспекторсем “Çул-йĕр правилисене пăсмасăр” конкурсра тупăшнă.
Ăмăртура ачасем “Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем”, “Малтанхи медицина пулăшăвĕ”, “Çамрăк регулировщик”, “Çул-йĕр паллисем” тата “Пирĕн урамра” ыйтусене хуравланă.
Конкурсри пĕтĕмĕшле кăтартусемпе пĕрремĕш вырăна — Красноармейскинчи 2-мĕш, иккĕмĕшне — Именкассинчи, виççĕмĕшне Упири пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчи отрядсенчи çамрăк инспекторсем йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене хисеп грамотисемпе тата призсемпе чысланă.