31 октября 2008 г.
Ырра-ши?
Карайри “Витязь” магазин хыçĕнчи ача садне çитсе курас килчĕ. Чалăш-чĕлĕш тимĕр хапхара пире ухват пек мăйракаллă хура ĕне кĕтсе илчĕ. “Çакăн урлă каçса кĕрĕр”, — тенĕ пек вăрăммăн мĕкĕрсе илчĕ те тротуар çине пĕр мăн купа тÿпелесе хучĕ.
Эпир унран хăра-хăра малалла иртрĕмĕр . Ай-яй-яй! Ку мĕн амакĕ? Сăмахпа каласа та, калемпе çырса кăтартма та çук ăна. Тахçантанпах ĕçлемест иккен ку учреждени.
Икĕ хутлă тĕп корпус çумне, урам енне, аякранах курăнмалла пысăк йывăç хĕрес тăратса янă. Ырра-ши?
Çитмен
Асфальтпа витнĕ çул “Красноармейский” совхозăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнчен пысăк пăрăнчăк туса иртет.
Аякранах теме те аса илтерет çак вырăн: çĕр чĕтреннĕ вăхăтри пурнăçа та, хаяр вăрçă хыççăнхи вăхăта та…
Пирĕн шутпа кунта çул тăвакансен кăштах тавçăрулăх çитмен: вăл çула выльăх-чĕрлĕх комплексĕн территорине кĕрсе тухмалла тунă пулсан, мĕнешкел паха пулнă пулĕччĕ! Пассажирсен тавракурăм радиусĕ пысăкланатчĕ, çул укçи те тепĕртак ÿсетчĕ.