31 октября 2008 г.
Анат Типçырмара “Шмелев вăрманĕ” пур.
Анатри Типçырмана çитсе курман-и эсир? Мăн Шетмĕ юхан шывĕ еннелле çаврăнса пăхăр-ха. Пĕчĕк хыр вăрманĕ каш! кашлать çавăнта. Хăшĕ-пĕри шÿтлесе те пуль: “ку Шмелев вăрманĕ”, — тет. 500 ытла хыр çитĕнет пĕчĕк вăрманта. Вĕсене пĕтĕмпех, ялти пек каласан, çут çанталăк тусĕ Виктор Афанасьевич Шмелев лартса ÿстернĕ. Ÿркенмен, тăрăшакан çын, чăнах та.
Çамрăках мар вăл. Сакăр вунналла çывхарать. Мăшă-рĕпе — Марьепе — мăшăр кăвакарчăн евĕр, татуллă пурăнаççĕ. Иккĕшĕ икĕ ывăл та виçĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
В. Шмелев Мăн Шетмĕ ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче, “Мичуринец” хуçалăхра бригадирта ĕçленĕ.