АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнашар — район хаçачĕ

31 октября 2008 г.

 

Райхаçата вуласан, сывлăх çирĕп пулĕ сан.

Çулсем шав малалла васкаççĕ. Ватăлнăçемĕн вĕсем татах хыпăнтарнине туятăн. Тепĕр чух иртнине аса илетĕп те, те куляннипе, те савăннипе, хаштах сывлатăп. Ку вăхăтлăха кăна-ха тесе хама кăштах лăплантаратăп.

Сакăр вунналла çывхарнă май тата чир-чĕрĕ те ураран ÿкересшĕн çунать. Юрĕ-ха, юнашар район хаçачĕ пур маншăн. Çулленех çырăнса илетĕп район хыпарçине. Уйрăмах сывлăх тематикипе çырнисене пĕр йĕрке те хăвармасăр вулатăп. Акă, анчахрах “Ял пурнăçĕн” 86—87-мĕш номерĕсенче “Халăх медицини” рубрикăпа пылпа алоэ сиплевĕ çинчен усăллă сĕнÿ пулнăччĕ. Вырăнти тухтăрсемпе канашларăм та çак меслетпе усă курни мана та пулăшни куç умĕнчех. Эпĕ те бронхитпа асапланатăп. Асăннă сиплевпе усă курма сĕннĕ мел питĕ усăллă. Халь пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сывалса пыратăп, вăй-хал та хушăннине туятăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика