31 октября 2008 г.
Кĕтмен пушар яланах сыхă пулмаллине аса илтерет.
Алманч ял тăрăхĕнчи Супар ялĕнче анчахрах пушар хуçаланчĕ. Пĕр хуçалăхра хуралтăсем çывăхĕнче ларакан улăм купи çунма тытăннă. Районти пушар хуралĕнчи пушарнăйсем çакăнта вăхăтра çитсе вут-çулăма сÿнтернĕ. Ăна хуралтăсем çине сарăлма паман. Пурлăха çăлса хăварнă.
Кунта пушара хирĕç кĕрешессипе шкул ачисем те тăрăшнă, пушарнăйсене пулăшнă.
Районти пушар хуралĕнче ĕçлекенсем Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Марина Федорована (1992 ç.), Александр Николаева (1991 ç.) тата Александр Максимова (1991 ç.) тав тăваççĕ, вĕренÿре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх,телей сунаççĕ. Çакăн пек хастар та пултаруллă ачасем пурри пире савăнтарать.