31 октября 2008 г.
Районти ÿсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне ĕçри уйрăм çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Хăйсен уявне вĕсем паян, октябрĕн 31-мĕшĕнче, паллă тăваççĕ.
Районти ял ĕçченĕсем кăçал, “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа, хуçалăхсен экономикине çирĕплетес тĕллевпе сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. 9 уйăхра ял хуçалăх продукчĕсем туса илсе 120 миллион та 431 пин тенкĕлĕх продукци сутма пултарчĕç. Таса тупăш 21 миллион тенкĕ ытларах пулчĕ е вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 4,5 миллион тенкĕ чухлĕ пысăкрах. Хуçалăхсем аш-какай, сĕт иртнĕ çулхинчен нумайрах туса илнĕ. Тулли мар яваплă “Таябинка”, “Бахча”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсемпе “Караево”, “Досаево”, “Янмурзино”, “Нива” тата ытти уйрăм хуçалăхсем, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине ÿстерсе пырса, район экономикине çирĕплетес çĕре пысăк тÿпе хываççĕ. Акă, “Таябинкăра” (ертÿçи А. П. Афанасьев) кашни гектартан тĕш тырă вăтамран — 26,9, çĕр улми 275,5 центнер пухса кĕртнĕ. Асăннă пĕрлешÿ техникăна çĕнетсех тăрать тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пырать. “Янмурзино” (Э. В. Петров) хуçалăхăн кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Тĕш тырă тухăçĕ кунта гектартан — 24 центнер. Янмурçинсем кăçал çĕр улмине 150 гектар лартса çитĕнтерчĕç. “Иккĕмĕш çăкăр” вара гектартан вăтамран 335 центнер тухăç парнелерĕ. Ку — районти чи лайăх кăтарту. Кăçалхи 9 уйăхра асăннă хуçалăх 12 миллион тенкĕне яхăн инвестици кредитне ĕçе кĕртрĕ. Кооператив çĕнĕ ял хуçалăх техникипе чылай пуянланчĕ. Çакă уйри ĕçсене хăй вăхăтĕнче тата пысăк пахалăхпа ирттерме майсем туса парать. Кунти Зинаида Васильевна Тимофеева агроном-бригадир кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе “2008 çулхи уй-хир ăсти-чемпион” ята тивĕçрĕ.
Тулли мар яваплă “Бахча” (Н. М. Мамедов) пĕрлешÿ ĕçченĕсем уй-хир культурисен тухăçне ÿстерессипе чылай ĕçлерĕç. Кăçал кунта тĕш тырă тухăçĕ — 25,1, çĕр улмин 322 центнерпа танлашрĕ. Ку пĕрлешÿре çĕр улмине çĕнĕ технологипе усă курса лартса çитĕнтерчĕç.
Вырмара чылай хуçалăхсен комбайнерĕсем (вĕсем хушшинче район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ăмăрту йĕркеленĕ, унăн кăтартăвĕсене кашни пиллĕк кунра пĕтĕмлетсе пырса, çĕнтерÿçĕсене куçса çÿрекен вымпелсемпе укçан премисем парса хавхалантарнă) палăрчĕç. “Вырма-2008” чемпионĕ” ята “Таябинкăри” Федор Кириллович Яковлев комбайнер тивĕçрĕ. Хĕрÿ ĕç çире вăл “Дон-1500Б” комбайнпа 18688 центнер тырă çапса илчĕ. Ку пĕрлешÿри А. А. Петровпа Ю. П. Гаврилов (“Янмурзино”), М. П. Петровпа (“Караево”) В. Л. Филиппов (“Кр. Сормово”) кăтартăвĕсем те аван.
“Уй-хир карапĕ” — йĕтем” маршрутпа тырă турттаракан водительсен ăмăртăвĕнче “Таябинкăри” Валерий Васильевич Владимиров, 1268 тонна тырă турттарса, мала тухрĕ.
Районти хуçалăхсем кăçал кĕлет виçипе 20 пин те 618 тонна тĕш тырă, пĕлтĕрхинчен 6460 тонна нумайрах, пухса кĕртрĕç. Гектарти вăтам тухăç 19,7 центнерпа танлашрĕ.
Çĕр улми пĕтĕмпе 15 пин те 120 тонна пуçтарса илнĕ, пĕлтĕр — 9100 тонна. Вăтам тухăç 252 центнерпа танлашнă. Çĕр улми лартса туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсем кăçал хăйсен экономикине чылай çирĕплетме май тупрĕç.
Çĕр улмине алла илес çĕрте хуçалăхсене, çулленхи евĕрех, шкулсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем вĕсене 2698 тонна çĕр улми пуçтарса пачĕç. Тайма пуç вĕсене çавăн пек ырă ĕçшĕн.
Çитес çулхи тухăç никĕсне туса хурассишĕн те хуçалăхсем манмаççĕ. Кĕр тыррисем 3150 гектар йышăнчĕç. Тулли мар яваплă “Таябинка”, “Пинер”, “Кр. Сормово” пĕрлешÿсемпе “Гигант” хуçалăх кĕрхи культурăсене 400—260-шар гектар акса хăварчĕç.
Паянхи кун тĕлне 5000 гектар ытла кĕрхи çĕртме сухи тунă. Çак ĕç “Караевопа” “Досаево”, “Янмурзино” хуçалăхсенче, тулли мар яваплă “Таябинка”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсенче ăнăçлă пырать.
Çĕнĕ технологисене алла илмесĕр, машинăпа трактор паркĕсене çĕнĕ техникăпа пуянлатмасăр, ял хуçалăх производствине интенсификацилессишĕн тăрăшмасăр, паллă ĕнтĕ, уй-хир культурисен тухăçĕсене ÿстерсе пыма йывăр. Çакна шута илсе, районти хуçалăхсем кăçал, тĕрлĕ кредитсемпе усă курса, тырă вырмалли “Дон”, “Енисей”, “Агрос”, “Полесье” комбайнсемпе пуянланчĕç, тĕрлĕ йышши хăватлă çĕнĕ тракторсем туянчĕç, пурĕ — 42 млн тенкĕлĕх.
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртсе, районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те уйрăм çитĕнÿсем тăваççĕ. Уйрăмах кунта “Караево” хуçалăхăн, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн, “Красное Сормово” пĕрлешÿн ĕçченĕсене палăртмалла.
Иртнĕ 9 уйăхра ĕне пуçне районĕпе 3105 килограмм сĕт суса илнĕ, е вăл пĕлтĕрхи кăтартуран 87 килограмм пысăкрах. Асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 4505 тонна (пĕлтĕр — 4341 т) сĕт сунă.
“Караево” хуçалăх кăçалхи 9 уйăхра усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 483 центнер сĕт туса илнĕ, кашни ĕнен вăтам продуктивлăхĕ кунта 3844 килогрампа танлашнă. Вĕсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Кунти Надежда Фоминапа Светлана Хлебнова дояркăсем, хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнти кашни ĕнерен вăтамран 4393 килограмм сĕт суса илсе, район маякĕсем пулса тăчĕç. Çĕньял Карайри Владимир Александровпа Галина Пименова тата Галина Фомина пăхакан çамрăк пăрусем талăксерен вăтамран 650—700-шер грамм ÿт хушса пыраççĕ.
В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ĕçченсен кăтартăвĕсем те сумлă. Кăçалхи 9 уйăхра кунта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт — 812, аш-какай 150 центнер туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 3916 килограмм сĕт сунă. Çакăнта Галина Анисимова доярка тÿпи пысăк.
“Шатьма” пĕрлешÿри дояркăсем, Меланияпа Евдокия Васильевасем (амăшĕпе хĕрĕ) январь — сентябрьте кашни ĕнерен вăтамран 4131 килограмм сĕт суса илнĕ.
“Красное Сормово” пĕрлешÿри выльăх пăхакансен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Кунти Ева Ивановапа Венера Сергеева пăхакан çамрăк пăрусем талăксерен вăтамран 634-шар грамм ÿт хушса пынă. Ĕне сăвакан Милюстинапа Василий Алексеевсен (амăшĕпе ывăлĕ) кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ.
В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Марина Григорьевапа Ираида Петрова сысна пăхакансем, кашни тĕп амаран 14,5 çура илсе, районта малта пыраççĕ. Кунти Наталия Николаевапа Виталий Иванов сыснасене талăксерен вăтамран 425-шер грамм ÿт хуштараççĕ.
Техник-осеменаторсен ăмăртăвĕнче, кашни 100 ĕне пуçне 75 пăру илсе, “Красное Сормово” пĕрлешÿри Фаина Васильева малта пырать.
“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа, “Красное Сормово” пĕрлешÿпе В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕне витисене çĕнетсе çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, выльăх пăхакансен ĕçне самай çăмăллатнă. Халĕ кун пек ĕçе “Волит” пĕрлешÿре тăваççĕ.
Сывă выльăх-чĕрлĕхĕн продуктивлăхĕ яланах пысăк. Трак енре сикекен чирсем кăçал тупса палăртманни вĕсене асăрхаттармалли мероприятисене вăхăтра туса ирттернипе тÿрремĕнех çыхăннă. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Ветучастоксен районти смотр-конкурсĕнче кăçал Чатукасси участокĕ çĕнтерчĕ.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кашни условнăй выльăх пуçне кăçал 21,3 центнер чухлĕ апат хатĕрленĕ. Вăл вара районти хуçалăхсем хĕл кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци хисепне чакарас мар шанăç çуратать.
Районти хуçалăхсем туса илнĕ продукцине сутса хăйсен ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ тапхăрта уйăхри вăтам ĕç укçи 4539 тенкĕпе танлашнă (пĕлтĕр — 2674 тенкĕ). Агропромышленность комплексне кĕрекен 23 ял хуçалăх предприятийĕнчен 21-шĕ 9 уйăха тупăшпа вĕçленĕ.
Килти хушма хуçалăхсене аталантарса пыни районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2006—2008 çулсенче Трак енре пурăнакансем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма 130 миллион тенкĕне яхăн çăмăллăхлă кредитсем илнĕ.
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçласа, районта ял хуçалăх потребительĕсен 6 кооперативне туса хунă. Вĕсенчен нумайăшĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!
Кăçалхи çулăн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, пирĕн çитес çул валли пысăкрах тĕллевсем палăртмалла. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармалла мар. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, хуçалăхсен техника паркĕсене тĕреклетсе, çĕнĕ сортсемпе пĕлсе, минераллă удобренисемпе туллин усă курса, ял хуçалăх культурисен тухăçне татах та ÿстерсе пырасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăмалла.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче выльăхсен йышĕ чакнине чарса лартасси, вĕсен ăратлăхне лайăхлатса пырса, çирĕп апат никĕсĕ туса хурса, фермăсене тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарса лартса продукци илессине палăрмаллах ÿстересси те пирĕн пысăк тивĕç.
Хисеплĕ ял ĕçченĕсем, сире пурне те ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Сирĕн ырми-канми ĕçĕрсемшĕн пурсăра та тав туса пуç таятăп.