АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейскисен продукцине ырлаççĕ

31 октября 2008 г.

 

Красноармейскинчи сĕт-çу заводĕнче ĕçлекенсем кăларакан продукцине районта çеç мар, Шупашкарпа Çĕмĕрле, Çĕрпÿпе Канаш хулисенче пурăнакансем те пысăк хак параççĕ, хапăлласах туянаççĕ.

“Красноармейски сĕт-çу завочĕ” пĕрлешĕве Элĕкпе Çĕрпÿ, Канашпа Йĕпреç, хамăр тата Шупашкар районĕсенчи уйрăм хуçалăхсенчен куллен 20—25 тонна таран сĕт килет. Кунта ăна йышăнса сивĕтеççĕ, тĕрлĕ продукци кăларма чĕр тавар хатĕрлеççĕ. Красноармейски сĕт-çу завочĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле, Çĕрпÿпе Улатăр, Канаш хулисенчи, Елчĕкпе Элĕк районĕсенчи 90 ытла магазина тĕрлĕ продукци: вĕретнĕ сĕт, хăйма, кефир, ряженка, тăпăрчă, çу, сĕт тăратать. Вĕсене талăксерен 15—12 тонна таран туса кăлараççĕ. Трак енсен таварĕсене пур çĕрте те ырлаççĕ тата хапăл тусах туянаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пахалăхĕ ытти сĕт-çу завочĕсенче туса кăларнисенчен лайăхрах. Çакă кунти ĕçченсем технологие çирĕп пăхăнса вăй хунинчен те килет, паллах. Надежда Никитина аппаратчицăпа унăн пулăшуçи Елена Афанасьева тата Людмила Башкирова смена мастерĕ хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, яваплăха çирĕп туйса тăрăшаççĕ. Галина Никифорова микробиологпа Галина Игнатьева лаборантка, тăпăрчă кăларакан цехра вăй хуракан Алевтина Васильевапа Алина Степанова пирки те çавнах каламалла. Çавăнпах вĕсем коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ январь — сентябрь уйăхĕсенче “Красноармейски сĕт-çу завочĕ” пĕрлешÿ çĕршер тонна тĕрлĕ продукци кăларнă, ытларах пайне Шупашкарпа Çĕмĕрле, Улатăр хулисенчи суту-илÿ точкисене ăсатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика