АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй илсех пырать

31 октября 2008 г.

 

Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ — ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Кăçалхи 9 уйăхра кунта, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 50 процент чухлĕ ÿстернĕ.

Ку пĕрлешĕве виçĕ çул каялла йĕркеленĕ. “Шатьма” ĕçченĕсем хăшĕ-пĕрисем пек çухалса каймарĕç, кунран-кун вăй илес, аталанса пырас тесех тăрăшрĕç. Çакă хăй çимĕçне кÿрет те ĕнтĕ. Паян тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ районта йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсен йышĕнче. Кăçал кунта гектартан вăтамран 20 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ, кашни ĕнерен 4131 килограмм сĕт суса илнĕ. Аш-какай туса илес çĕрте те ÿсĕмсем пур.

Хальхи вăхăтра пĕрлешÿре кĕрхи çĕртме сухи çĕклеççĕ. Сухана куллен 3 агрегат хутшăнать. Виталий Авиновпа Николай Васильев “Беларуссемпе”, Руслан Митрофанов Т-150К тракторпа сухалаççĕ.

— Кăçал 50 гектар кĕрхи культурăсем акса хă-вартăмăр, 100 гектар çĕртме сухи турăмăр. Çуркуннепе нумай çулсем ахаль выртнă 100 гектар ытла çĕре, çиелтен ĕçлесе акса хăварса, пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Кĕркуннепе вара вунă çул хушши трактор плугĕ кĕтсе тĕмсĕлнĕ 100 гектара яхăн çĕре сухаларăмăр. Çитес çур акинче çуртрисене 200 ытла гектар акса хăварасшăн, — лару-тăрупа паллаштарать Герман Васильев ертÿçĕ.

Тĕш тырăсен тухăçне ÿстерес тĕллев лартнă кунта. Çав шутпах Етĕрне тăрăхĕнчен тата хамăр районти “Караево” хуçалăхран кĕрхи тата çурхи тулă вăрлăхĕсем кÿрсе килнĕ.

Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕх йышне те ÿстересшĕн. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне — 130, сумалли ĕнесене 55 пуçа çитересшĕн. Çак тĕллевпех халĕ Четрикри витене юсаса йĕркене кĕртме кÿлĕннĕ. Унта сахалтан та 100 ĕне выльăха усрама пулать. Ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне унта выльăхсене кĕртсе яма палăртнă-мĕн. Апатне çителĕклех хатĕрленĕ.

Çĕнĕ вите тума е киввине реконструкцилеме патшалăхран çăмăллăхлă кредит илме докуменчĕсене пĕлтĕрех хатĕрлесе çитернĕ, анчах Ял хуçалăх министерствинчен кун валли çул уçса паман.

— Малтан шантараççĕ, анчах конкретлă ĕç тума тытăнсан никамах та пулăшмасть. Çавăнпа хамăрăнах тапаçланма тивет. Сутнă сĕчĕшĕн те укçине вăхăтра тавăрса памаççĕ. Илмелли 2 миллион тенкĕне яхăн пухăнса кайрĕ, — хăй пăшăрханнине пытармасть Герман Геннадьевич. — Çулне те, авă, туса парасшăн мар…

Паян кунта 16-ăн ĕçлеççĕ. Пĕрлешÿн техника хальлĕхе тивĕçсех каймасть, çитменнине вăл кивĕ. Анчах май тупса йывăрлăхран тухса пыраççĕ. Иртнĕ çул, авă, урапаллă çĕнĕ трактор туяннă.

Ĕнесене, вĕсем кунта 49 пуç, куçарса çÿремелли ятарлă аппаратсемпе сăваççĕ. Витесем лайăх. Çыннисем ĕçчен. Кăçал, тĕпрен илсен, ĕнесене Мелания Васильева сунă. Ăна çакăнта хĕрĕ, Евдокия, май килнĕ таран пулăшса пынă. Васильевсем йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усмаççĕ, вĕсене çине тăрса çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ. Унсăрăн епле-ха, пурнăç вăл — ĕмĕрхи кĕрешÿ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика