АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен продукцине халăх килĕштерет

31 октября 2008 г.

 

Районти çăкăр пĕçерекен комбинат ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнĕ, продукци кăларассине ÿстернĕ.

Районти çăкăр пĕçерекен комбинат кăçалхи 9 уйăхра çăкăр-булка изделийĕсем — 500, булкăсем — 148, сушкăсем — 26, сухари — 9,7, кондитер изделийĕсем — 61,5 (пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 6 тонна нумайрах), макарон изделийĕсем — 48 (иртнĕ çулхинчен 3 тонна ытларах), кĕсел 2,9 тонна туса кăларнă.

— Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ умĕн, октябрĕн 5-мĕшĕнче таса линие ĕçе кĕртрĕмĕр, — тет райпон çăкăр комбиначĕн директорĕ Людмила Соколова. — Унччен эпир шурă çăкăрпа батон-булкăсен чустине алăпа пайласа йăваланă. Асăннă кунран пуçласа çак ĕçе те механизм вăйĕпе пурнăçлама пуçларăмăр. Çакна А2ХПО агрегат (унăн хакĕ 545 пин тенкĕ) вырнаçтарнине пула пурнăçа кĕртме май килчĕ. Халĕ хура çăкăр кăлармалли линине те пĕтĕмĕшле механизацилес тĕллев тăрать.

Кондитер изделийĕсене чылай хатĕрлеççĕ, вĕсене вырăнта çеç сутмаççĕ, сухарисемпе сушкăсене, пĕремĕксемпе печенисене, ытти кондитер изделийĕсене 50—60 курупкăна хурса тултарса, эрнере 2—3 хутчен хулана ăсатаççĕ е лерен килсех илсе каяççĕ.

Цехсем хушшинче çулталăкăн малтанхи кунĕсенчен пуçласах пахалăхлă продукци ытларах кăларассишĕн ăмăрту анлă сарăлнă. Çак кĕрешÿре кондитерсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Асăннă цех хăй патне çитернĕ плансене уйăхсерен ирттерсе тултарса пырать. Кунта Надежда Мироновапа Лина Федорова, Ирина Донсковапа Ирина Петрова, Роза Павловапа Марина Петрова тата Татьяна Александрова кондитерсем вăй хураççĕ. Вĕсен ĕçне Надежда Михайлова бригадир пĕлсе йĕркелесе пырать. Туслă йыш куллен пĕремĕксемпе печенисем, сушкăсем, щербет, кекс, мармелад тата ытти изделисем 500-е яхăн килограмм пĕçерсе кăларать.

Кондитерсем пылак продукци ассортиментне ÿстерсех пыраççĕ. Акă, кăçал кунта, производствăна йĕркелесе тăракан Ирина Казакова пĕлтернĕ тăрăх, щербетпа кекс кăларма пуçăннă. Щербетне куллен 20—30-шар, кексне кун сиктерсе 10—15-шер килограмм хатĕрлеççĕ. Асăннă продукцисене район халăхĕ хапăл тусах туянать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика