АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тÿрĕ линире” — Владимир Рожков

31 октября 2008 г.

 

Октябрĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун, 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен, районта пурăнакансем телефон урлă хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе Владимир Михайлович Рожков подполковникпа çыхăнчĕç.

Çавăн пекех çырусем райхаçат редакцине те килчĕç.

— Районти шалти ĕçсен пайĕпе хирĕç вырнаçнă лавкка умĕнче час-часах ÿсĕрсене курма пулать. Çакна милици ĕçченĕсем курмăш пулаççĕ-ши? (Сутуçăсен ушкăнĕ).

— Чăнах та, ку лавкка урам урлă милицие хирĕçех вырнаçнă. Эпир кунта обществăлла йĕркелĕхе пăсакансене çĕрле те, кăнтăрла та асăрхасах тăратпăр, явап тыттаратпăр, протоколсем çыратпăр. Тĕслĕхсенчен пăрăнса кайнисем пулман. Хамăр ĕç-хĕле çирĕплетес тесен, çак цифрăсене илсе кăтартма пулать. Кăçалхи тăхăр уйăхра акă, асăннă лавкка умĕнчен анчах, ÿсĕрпе çÿренĕшĕн, 82 çынна илсе кĕнĕ. 15 çынна хулиганла пĕчĕк ĕç тунăшăн, 5-ĕшне милици ĕçченĕсем ыйтнине пăхăнманшăн явап тыттарнă.

Лавкка умĕнче тивĕçлĕ йĕрке пултăр тесех милици патрулĕн пĕр маршрутне лавкка умĕнчен ирттерсе яратпăр. Юлашки вăхăтра çакăнта йĕркелĕхе пăхăнни паллă.

— Çын хăнаран таврăнать. Кăштах ĕçнĕ ĕнтĕ. Ăна вара сăлтавсăрах милицие сĕтĕрсе кĕреççĕ. Йĕркене пăсмасть вĕт вăл? (Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем).

— Эпир ÿсĕрпе çапкаланса çÿрекенсене, обществăлла йĕркелĕхе пăсакансене районти шалти ĕçсен пайне илсе кĕрсе протоколсем çыратпăр. Хăнаран е уявран таврăнакансене илсе кĕнĕ тĕслĕхсем сайра-хутра кăна тĕл пулаççĕ. Енчен те хăйсем обществăлла йĕркелĕхе пăхăнмаççĕ пулсан, паллах, каçару çук.

Милицие çакланнисем пирки лару-тăрăвне ăнланса вĕсем пирки протоколсем çырмасăр кăларса яратпăр. Е мăшăрĕсене хамăр пата чĕнсе илетпĕр, упăшкисене парса яратпăр.

— Районта милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене тăтăшах улăштараççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ хăйне çирĕплетсе панă тăрăха пĕлсе çеç çитет, ăна урăх çĕре куçараççĕ. Ку мĕнпе çыхăннă-ши? (В. Николаев).

— Ыйту тĕрĕс. Килĕшмелле. Участоксенчи уполномоченнăйсем çине республикăри Шалти ĕçсен министерстви те пысăк яваплăх хурать. Шанса панă участока лайăх пĕлни пирĕншĕн те аван. Çавна пула эпир те участоксенчи уполномоченнăйсене пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçарасшăнах мар. Юлашки икĕ çул хушшинче никама та куçарман.

Пĕр сăлтав çеç пур. Енчен те милици ĕçченĕсем урăх службăна куçаççĕ, е пысăкрах должноçа ĕçлеме куçараççĕ.

— Преступленисене уçса парас тĕлĕшпе ĕç мĕнле пулса пырать? (Редакцие килнĕ çыруран).

— Пирĕн преступноçа уçса парасси — тĕп тĕллев. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхра районта 120 преступление регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вара обществăлла йĕркелĕхе пăснă 142 тĕслĕх пулнă. Çÿлерех асăннă кăçалхи тăхăр уйăхри преступленисенчен 81 процентне тупса палăртнă. Пĕлтĕрхи çав вăхăтри кăтарту — 77,1 процент.

Каласа хăвармалла: кăçал ку таранччен илсен, йывăр преступленисене уçса палăртасси кăштах сахалланчĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 25, кăçалхи тăхăр уйăхра 15 преступление регистрациленĕ.

— Районта ачасем право йĕркине пăсасран асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕç мĕнле пулса пырать? (Редакцие килнĕ çыруран).

— Паллах, ачасем право йĕркине пăсасран асăрхаттарассипе шкул коллективĕсемпе тытакан çыхăнăва лайăхлатрăмăр эпир. Çавна май ырă улшăнусем пурри куç умĕнчех. Сăмахран, иртнĕ çулхи тăхăр уйăхра çул çитмен ачасем — 8, виçĕм çул — 11, кăçалхи тăхăр уйăхра вара 3 преступлени тунă. Кăçалхи асăннă 3 преступление те хамăр район территорийĕнчи ачасем мар, пурте кÿршĕллĕ районсенчен е хуласенчен килнисем тунă.

— Район центрĕнче те, хуçалăхсенче те обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе халăх дружинисем еплерех ĕçлеççĕ?

— Ку чăнах та, çивĕч ыйтусенчен пĕри. Унпа район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Николаев, район прокурорĕ А. Шабалкин интересленсех тăраççĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче район пуçлăхĕ йĕркелесе пынипе право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче те хускатнăччĕ ăна.

Тĕрĕссипе, графикпе килĕшÿллĕн, райцентрти ĕç коллективĕсенчи дружинниксен каçсерен 9 сехетрен тытăнса 12 сехетчен районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле черетлĕ дежурствона тухмалла. Хальлĕхе “ВолгаТелеком” пĕрлешÿпе Пенси фончĕ тата казначейство дружинникĕсем çеç палăраççĕ ку тĕлĕшпе.

Хуçалăхсенче унчченхи пек халăх дружинисем çук. Халь вĕсен тивĕçне вырăнсенче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çумĕнчи профилактика канашĕсем пурнăçлаççĕ. Акă, ырă енĕпе Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Шетмĕ тата Красноармейски ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çумĕнчи профилактика канашĕсене палăртмалла.

— Милицие хирĕç вырнаçнă лавкка умĕнче таксистсем автомашинисене тăмалли вырăн туса хунă. Йĕркене пăсни мар-и ку?

— Кунта çакна калани вырăнлă: кăçалхи июнь уйăхĕнче ку ыйтупа районта ятарлă комисси ĕçлерĕ. Унăн йышне хула строительствин министерствипе “Воддорстрой” пĕрлешÿн, район администрацийĕн тата районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем кĕнĕччĕ. Эпир, комисси умне вăл е ку автотранспорта лавкка умĕнче ларттарма чарас тĕлĕшпе ятарлă знак (паллă) лартма сĕнÿпе тухнăччĕ. Комисси çак ыйтупа çураçмарĕ. Мĕн тăвăн. Халь чăнах та, таксистсене чараймастпăр, саккуна пăсни пулать.

Таксистсене районти халăх пултарулăх çурчĕ çывăхĕнче автомашинисене лартма ирĕк панă. Çавах та тепĕр чухне лавкка çывăхнех вырнаçаççĕ вĕсем. Музыка яраççĕ, çынсен каçхи канлĕхне пăсаççĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхласа вĕсене асăрхаттарассине кун йĕркинчен кăлармастпăр эпир.

— Райхаçата çырăнса илессипе милици ĕçченĕсем пуçарулăх кăтартаççĕ-и?

— Районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ “Российская газета”, “Хыпар”, “Советская Чувашия”, “Ял пурнăçĕ” хаçатсене тата темиçе журнал çырăнса илет. Унпа пĕрлех милицин участоксенчи тăватă-пилĕк уполномоченнăйĕ район хаçатне илсе тăрать.

Ноябрĕн 17-мĕшĕ участоксенчи уполномоченнăйсен кунĕ пулнипе паллă. Çав уяв валли хамăр йышри участоксенчи 10 уполномоченнăя “Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса паратпăр. Вăл пирĕнтен вĕсемшăн чăн-чăн паха парне пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика