31 октября 2008 г.
Иртнĕ эрне районти правона сыхлакан органсемшĕн лăпках иртмерĕ. Çав вăхăтра синкерлĕ кунсем çине-çинех хуçаланчĕç. Акă, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Янкасра хăйĕн кил-çуртĕнче хĕрарăм-пенсионеркăн виллине тупнă. Ăна мăйран пăвса вĕлернине палăртнă.
Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Крентейкассинче хăйĕн килĕнче ватăн виллине тупнă. Хĕрарăма тапса-çапса вĕлернĕ пулнă.
Асăннă тĕслĕхсем пирки преступленисене тунă çынсене тупса палăртнă, иккĕшĕнпе те уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.
Асăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларассипе уйрăмах районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. Рожков ертсе пыракан ушкăн оперативлă ĕçленине палăртмалла. Вăл çине тăнипе преступниксен йĕрĕ çине вăхăтра ÿкнĕ тата следстви ĕçне пурнăçлама çул уçса панă.