31 октября 2008 г.
Мĕн çитмест-ши пире пурнăçра? Çак сăмахсене ытахальтен каламан-тăр. Кунта сăмах çамрăксем çинчен пырать. Юпа уйăхĕнче харпăр хăй çине алă çĕкленĕ икĕ тĕслĕх пулчĕ-çке.
Акă, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Супар ялĕнче хăйĕн килĕнче 15 çулхи çамрăк çакăннă. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара Красноармейскинче хăйĕн килĕнче 15 çулхи хĕр ача виллине тупнă. Ку та çакăннă. Тем çитмен?
Хĕр ача çакăнса вилнин сăлтавне РФ прокуратура çумĕнчи следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ тĕпчет.