31 октября 2008 г.
Урок пуçланман-ха. Пĕрре-мĕш классем учитель килессе кĕтсе шăпăрт лараççĕ. Аллисене чечек çыххи тытнăскерсем хăйсем те чечек евĕр курăнаççĕ. Пĕр Петюкăн кăна аллинче чечек çук. Кукамăшĕпе çеç ÿснĕскер, çавна пула-ши вăтанчăклăн тыткалать хăйне.
Акă класа учительница кĕрсе тăчĕ. Вăл ачасене сывлăх сунчĕ те кашнинчен ячĕпе хушаматне, хăçан çуралнине ыйтса пĕлме пуçларĕ.
Кĕçех Петюк патне черет çитрĕ.
— Эсĕ мĕн ятлă-ха? — ыйтрĕ учительница.
— Петюк, — пĕлтерчĕ хайхискер. Ку “путек” тенĕ евĕр илтĕннĕрен ытти ачасем те ахăлтатса кулса ячĕç.
— Хăçан çуралнă? — ыйтать малалла йăваш сасăпа вĕрентекен.
— Тырă вырма тухиччен виçĕ кун малтан, — тет ача.
— Эсĕ тырă вырма хăçан тухнине епле пĕлетĕн?
— Мана кукамай çапла калать.
Вĕсем тата ытларах кулма пуçларĕç. Çавăн хыçăн ачасем Петюка “Сурăх путекки” теме пуçларĕç. Çитĕнсе çитсен “Сурăх путеккинчен” “Овчинников” пулса тăчĕ Петюк. Мĕн кулмалли?! Кун пек чаплă хушамат пирĕн тăрăхра урăх çук вĕт.