31 октября 2008 г.
(“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçри паха опыт)
Красноармейски районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкул коллективĕ 20 çулхи юбилейне йыхравланине пур кăмăлтан, хавхаланса йышăнтăмăр. Пичет урлă эпир пĕрре кăна мар Трак тăрăхĕнчи шкулсен паха опычĕ пирки илтнĕ-çке!
Хамăр тĕллеве нумай енлĕ палăртрăмăр: шкулти ача-пăча организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, вĕрентекенсем хушшинче инновациллĕ технологине аталантарни, çак программăри пысăк çитĕнÿсемшĕн РФ Президенчĕн çĕр пин тенкине тивĕçнĕ вĕрентекенсемпе хутшăнасси, вĕренÿпе пурлăх никĕсне тишкересси тата ытти ыйтусем.
Çанталăкĕ тĕлĕнмелле илемлĕ тăчĕ вăл кун. Ку тăрăхра чечексем те иртнĕ сивĕпе аманман иккен. Пирĕн делегацие шкул алăкĕ умĕнче вĕренекенсен “Яковлев хунавĕсем” организацин председателĕ, 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Артемьева, экскурси йĕркелекен ачасем, вĕрентекенсем кĕтсе илчĕç. Тÿрех калăпăр: каччăсемпе хĕрсем тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмпа уйрăлса тăраççĕ. Костюм, галстук, шкул формисем вĕсем çинче питех те вырăнлă. Пылпа чей ĕçнĕ хыççăн хамăра интереслентерекен ыйтусемпе шкул музейĕнче, вĕренÿ кабинечĕсенче, коридорти, библиотекăри, методика кабинетĕнчи кашни стендпа паллашма, хамăра хумхантаракан ыйтусемпе калаçма май пулчĕ. Хăнасем шкула пĕр вĕçĕм килчĕç пулин те, шкул директорĕ И. В. Кускова, унăн çумĕсем Л. Н. Крутова, Е. М. Исакова тата ытти юлташсем шкул пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма вăхăт тупрĕç.
Кабинетсем, чăн та, паянхи шайра: кунашкалли хальлĕхе республикăра та сайра. Техникăпа пуян мобильлĕ кабинет кăна мĕне тăрать?! Урокра кашни ачан хăйне уйрăм компьютер.
Кунта тăван чĕлхене тĕллевлĕн вĕрентес, чăвашлăха упрас тесе нумай тăрăшаççĕ. Кашни вĕрентекенĕн (кĕçĕн классенчисен те) хăйĕн уйрăм компьютер, урока модельлĕ майпа планланă, кирек хăш самантра та хатĕр мультимедиллĕ серисем: вĕсем пурте куç умĕнче, ятарласа хатĕрленĕ паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен çÿлĕксем çинче. Тасалăхпа йĕркелĕх кăна мĕне тăрать! Парта, сĕтелсем куçа илĕртсе тăраççĕ. Çапла, пĕлсе ертсе пыракан хуçалăхра малтанхи те упранать, йăла-йĕркене кĕрсе юлать; çĕнни те çирĕппĕн пурнăçа кĕрсе пырать. Çакна уяв программи те лайăх кăтартса пачĕ. Иртнĕ вăхăтсенче ĕçленĕ ветерансем те, паян вăй хуракансем те хисепре кунта. Тĕлĕнмелле пуян та ансат уяв программи пулчĕ: çакă та паха опыт! Сăмах пурне те тивĕçрĕ: районти вĕрентÿ ертÿçисене те, газ уçлакан станцин представителĕсене те, ашшĕ-амăшĕсен канашĕн ертÿçине те, кĕçĕн класран пуçласа аслă классенче вĕренекенсене те, хăнасене те, юрă-ташă ăстисене те... Пĕр сăмахпа каласан — методика тĕлĕшĕнчен тарăннăн планланă, кăтартуллă, ĕçлĕ мероприяти. Çакна шкул ертÿçин И. В. Кускован коллективпа ирттернĕ презентацийĕ тесе каласан та вырăнлă. Уява вăл вăрăм мар, сулăмлă, хĕрÿллĕ салам сăмахĕсем каласа уçрĕ. Чĕререн тухакан сăмахсем: аса илÿсем те, паянхи пурнăç сăнарĕсем те, малашлăхпа çыхăннă тĕллевсем те — пурте унăн калаçăвĕнче вырăн тупрĕç. Тикĕс те тишкерÿллĕ, анлăрах утăмсен шанчăкĕ янăрарĕ директорăн калаçăвĕнче.
Пуян опытпа паллашса, чĕре патне çывăха илсе, çĕнĕлĕхе хамăр ĕçре те аталантарас кăмăл-туйăмпа уйрăлтăмăр 2-мĕш вăтам шкултан, пĕтĕмĕшле каласан, пĕтĕмĕшле Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ тытăмне тÿпе хывакан ĕçченсенчен.
Çапла калаççĕ: çын санран лайăххине курса вĕренчĕ пулсан, эсĕ ан кулян: уншăн эсĕ чухăнланмастăн; пачах урăхла — эсĕ пуянланатăн çеç. Санăн творчество çăл куçĕ тÿпесĕр, эсĕ тата тепĕр шая хăпаратăн. Эсĕ парнеленĕ опыт вара тепĕр çыннинче те çăлтăра ялкăштарать. Çакна ăнланса тума пĕлекен ытларах пултăр, вара пирĕн ÿсекен ăру та, пĕтĕмĕшле общество та лайăхрах çеç пулнă пулĕччĕ.