31 октября 2008 г.
Кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе вăл — чăваш чĕлхи. Çак чĕлхепе пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем калаçнă.
Пирĕн чăваш чĕлхи хăйĕн çепĕçлĕхĕпе, çемçелĕхĕпе илемлĕ. Çавăнпа та пирĕн тăван чĕлхене манмалла мар, ăруран ăрăва куçарса пымалла. Ваттисен йăли-йĕркине, ăс панине манмалла мар. Тăван халăх чăвашла таса калаçтăр тесен кĕнекесем нумай пичетлемелле, радиопа телевиденире чăвашла передачăсем нумайрах кăлармалла. Вĕсене ял çыннисем ытларах итлеччĕр, пăхма пултарччăр. Хамăрăн пуянлăха кăтартас тесен, ют çĕр-шывсене тухса çÿремелле.
Чăваш чĕлхинчен вăтанмалла мар, мăн кăмăллă пулмалла мар. Эпĕ хамăн чĕлхене юрататăп, унăн малашлăхĕ пур тесе шутлатăп. Пурте тăван чĕлхене тăрăшса вĕренĕр, юратăр, малалла аталантарăр.