31 октября 2008 г.
Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн.
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!
Анатолий ЮМАН.
Чăваш чĕлхи — тăван халăхăмăрăн питĕ пысăк пуянлăхĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхисĕр — эпир чăваш мар. Чĕлхесĕр халăх пулаймасть. Чăваш чĕлхи — атте-анне, асатте-асанне чĕлхи. Пирĕн хамăрăн чĕлхене ĕмĕрлĕхе сыхласа хăвармалла.
Чăваш чĕлхи питĕ пуян. Тăван республикăмăрта çак илемлĕ, çепĕç чĕлхепе калаçнă чух чун çĕкленсе каять, çапла вара чăваш халăхĕ пурăннине питĕ аван туятăн.
Чăваш çынни чăвашлах калаçтăр, мĕншĕн тесен вăл мăн асаттесен çĕрĕ çинче çуралнă. Анчах та мана юлашки вăхăтра чăваш лексикинче ытти чĕлхесенчен кĕнĕ сăмахсем нумайланни шухăшлаттарать. Чĕлхе “хуралса” пырать. Ăна вара “тасатмалла”, çавна тума чăваш кĕнеки-журналне чылай вуламалла, ытти чĕлхесене те аван пĕлмелле.
Эпĕ — чăваш ачи. Мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿснĕ чĕлхемĕре юрататăп тата хисеплетĕп. Мĕн пур чăвашăн çапла пулмалла. Пирĕн халăх мĕн авалтан яш-кĕрĕме тăван чĕлхене хисеплеме, сыхлама вĕрентнĕ.
Тăван чĕлхене юратăр, упрăр. Вăл — пирĕн пуянлăх. Чĕлхе пулсан кашни пуян. Ĕмĕр пурăн, тăван чĕлхем!