31 октября 2008 г.
Чăвашсене çутта кăларакан чаплă педагог И. Я. Яковлев: “Халăхăн тĕнче курăмне тăван чĕлхе уçса парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук”, — тенĕ.
Чăваш чĕлхи — чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Чăваш чĕлхинче ытти тĕрĕк чĕлхисенче сыхланса юлман е тĕл пулман сăмахсем пуррине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Кун пек сăмахсем вара тĕрĕк чĕлхисен историне пĕлме нумай пулăшаççĕ.
Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Тăван чĕлхе пулăшнипе эпир пĕчĕкрен пурнăçа ăнланма, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра çĕр тĕрлĕ ытла халăх пурăнать. Кашни халăхăн вара тăван чĕлхи пур.
Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи пур чухне чăваш халăхĕ те пур. “Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет”, — тенĕ И. Я. Яковлев.
Хальхи вăхăтра чăвашпа вырăс чĕлхи Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулин те, ытларах пур ĕç те вырăс чĕлхипе пулса пырать. Паллах, тăван чĕлхе мĕнле шайра аталанасси чи малтан хамăртан чылай килет. Чăваш Енте пурăнатпăр пулин те, тăван чĕлхене пурте хисеплеместпĕр-ха. Ялсенче чылайăшĕ вырăсла яка, илемлĕ калаçма пĕлмесен те ачисене вырăсла калаçтарать. “Эп ни вырăс, ни чăваш, ялта не пурнахаю”, — теме пуçлĕç-ши пирĕн ачасем малашне. Вырăсла таса, илемлĕ калаçнине хирĕç мар эпĕ, анчах чăваш ачин тăван чĕлхепе, ашшĕ-амăш чĕлхипе калаçма пĕлмеллех пек туйăнать.
Тепĕр чух радио хумĕ çинче те, пухусенче те çум курăк акнă пек темиçе чĕлхепе пакăлтатни те тĕл пулать.
Икĕ-виçĕ çул салтакра е ют хулара пурăнса килнĕ хыççăн чăвашла маннă çынна эпĕ пачах та ăнланмастăп. Ман упăшкан шăллĕ 1980 çултанпа Эстонин тĕп хулинче Таллинра пурăнать. Кашни çулах яла килсен чăвашла халĕ те таса, илемлĕ калаçать. “Анне сĕчĕпе вăй илнĕ, пĕчĕкрен калаçса ÿснĕ тăван чĕлхене мĕнле манăн”, — тет вăл.
Пурте шăнкăр-шăнкăр шыв пек юхса тăракан тăван чăваш чĕлхипе таса, тирпейлĕ калаçар, Çеçпĕлпе Хусанкайран, Ухсайпа Ивановран вĕренсе пырар.
Эпир яланах хамăр тăван чĕлхе çинчен Николай Шелепи сăмахĕсемпе калама пултарар:
Чухăн мар вăл! — пуян та, чаплă та,
Çемçе те, вутлă та, хăватлă та —
Çĕлен çăварĕнче те пĕтмен,
Юнлă тинĕссенче путман,
Вутпа пĕтереймен ăна тăшман.