АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ачисем

28 октября 2008 г.

 

2. Кукки

Пайсупин ялĕнче ăна ытларахăшĕ Шăнкăрч тесе чĕннипе пĕлет. Хут çине вара Петр Петрович Петров тесе çырнă. Хăшĕ-пĕри, тен, шÿтлесе те пуль, виç хут Петĕр, теççĕ. Кÿренмест уншăн Шăнкăрч кукки. Шăнкăрч сăмахшăн та тарăхмасть вăл. Ара, амăшĕ пĕчĕккĕ чухне çапла чĕннĕ те…

— Эпĕ çемьере чи асли пулнă-çке. Пирĕн апай Хветле ятлăччĕ, пĕтĕмпе вунă ача çуратнă. Улттăшĕ çамрăклах вилнĕ. Хамран кĕçĕннине, пĕртен-пĕр хĕр ачана — Зойăна пытарнине те астăватăп. Халь пурăнаканнисенчен Валя шăллăмпа иксĕмĕр кăна тăрса юлтăмăр, — аса илчĕ Петр Петрович. — Хам 1932 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çуралнă.

Ялти пуçламăш классенче вĕреннине манаймасть кукки. Кунта тăватă çул хушшинче Кĕрекаç ачисемпе те туслă çÿренĕ. Пĕр çемьери пекех килĕштернĕ пĕр-пĕрне.

— Пире, иккĕмĕш классене, Татьяна Степановна пĕлÿ паратчĕ. Хамăр ялсемехчĕ. Унăн пиччĕшĕ — Иван Степанович Степанов та вĕрентнĕ. Учителĕмĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче те çапăçнă. Кĕрекаçри Петр Яковлев манран аслăрахчĕ, çав тери кăмăллă, пултаруллă ача пулнипе астăватăп, — тет ватă. — Салтака каярах юлса илчĕç.

Сăлтавĕ çук мар, паллах. Кукки, ялти хăш-пĕр çамрăксем пек, летчик пуласшăн çуннă. Училищине те вĕренме кĕрсе пăхнă. Шел…

— Тăван кĕтесрен Иван Алексеевпа пĕрле салтака кайрăмăр. Малтанах служба — Молдавире, каярахпа Казахстанра иртрĕ. Тăван кĕтесе таврăнсан тивĕçлĕ канăва тухичченех ку тăрăхра ĕçлерĕм. Авлантăм, мăшăрăмпа — Зойăпа тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Анчах та юратнă мăшăрăмпа хаклă хĕрĕм — Вера çĕре кĕчĕç ĕнтĕ, — куççуль тумламĕсене пытараймарĕ кукки. — Питĕ шел…

Чăнах та, ывăлсенчен чи асли пулнă П. Петров. Ашшĕне — Петр Кириллович Кириллова салтака ăсатнă чух, 1942 çулта, вуннăри ачаччĕ. Шăллĕсем — Коля — саккăрта, Толя — пиллĕкре, Валерьян — иккĕре. П. Кириллов 1900 çулта çуралнăччĕ. Ăна лавпа салтак ачисем — Терентий Петровпа Александр Иванов Вăрнара çитичченех леçнĕ.

— Аттене фронта илсе кайиччен апайпа иксĕмĕр Вăрнара кайса килнĕччĕ. Ах, епле хытă макăрчĕ ун чух апай. Пĕчĕк ачасемпе пĕр-пĕччен тăрса юл-ха. Вăрçа питĕ тарăхнăччĕ, — чуна уçса калаçрĕ кукки. — Пĕр çыру та çырмарĕ. Çырма вĕренмен-çке шкулта. Хыпарсăрах çухалчĕ.

Шăнкăрч кукки хăй пурăнакан урамри килсенчен фронта кайнă, тăван çурта каялла таврăнайманнисене пÿрнесем çине хурса шутларĕ. Сакăр-тăхăр кил-çуртран — килĕренех вĕт. Акă, Лексантр мучин ывăлĕсем — Йăванпа Микулай, Кавĕрле карчăккин ывăлĕ — Миша, Укахви кинемейĕн мăшăрĕ Микулай вăрçăра вилнĕ. Ванюк, Йăван, Хĕветĕр фронтра çапăçнă.

— Атте вăрçăра пуç хунă пулин те, нимĕнле çăмăллăхпа та усă кураймарăмăр. Чăтрĕ, тÿсрĕ çав апай хăй виличченех. Пĕрехмай нимĕç эшкерĕсене ылханатчĕ. Мана ялта Шăнкăрч тесе чĕнннине те пĕлесшĕн-ха эсĕ? Ĕлĕкрех ачасем пурăнманнине пулах пуль вĕсене кайăк ячĕсем хунă. Мана, сăмахран — Шăнкăрч, шăллăма, Кольăна Курак ятпа чĕннĕ. Ав, хампа пĕрле салтака илнĕ Иван Алексеевăн аппăшне, Аграппие — Шăкăлчи тенĕ, — сăмахсене сыпăнтарчĕ кукки. — Сад ĕçне чун-чĕререн парăннă çын эпĕ.

Эпĕ астăвасса кукки утмăлмĕш çулсенче сад ĕçĕпе аппаланма тытăннă. Малтанах ялти пуçламăш шкулта улмуççисемпе хура хурлăхансем лартса сад чĕртнĕччĕ. Ку тĕлĕшпе РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Николай Скворцов директор ырă пуçару тунăччĕ. Çав çулсенчех ялти ушах вырăнта тепĕр маттур сад ăсти Сильвестр Терентьев улмуççи садне вăй илтерчĕ.

— Аллă çула яхăн йывăçсем лартатăп, сыпатăп эпĕ. Унпа пĕрлех пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерессипе те ĕçлетĕп. Сорчĕсем тĕрлĕрен, пĕтĕмпех аса илсе те пĕтереес çук эпĕ. Çынсем валли те хатĕрленĕ. Сывлăх пулсан пулать. Анчах та кăçал тăруках шалкăм çапрĕ, — хаштах сывларĕ кукки. — Ĕмĕр тип-тикĕс килмест çав.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика