АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляра чысланă

28 октября 2008 г.

 

А. П. Михайлов хăйĕн кун-çулне строительство ĕçĕпе çыхăнтарнă. Профессийĕпе каменщик пулнă май, хăй вăхăтĕнче Трак енри вуншар çемьене çурт хăпартма пулăшнă, культурăпа социаллă обăектсене те сахал мар çĕкленĕ. Акă, илер, тĕслĕхрен, Упипе Кĕçĕн Шетмĕ культура çурчĕсене, Упипе Яманак, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсен, районти ветеринари станцийĕн, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятин малтанхи çурчĕсене тата ыттисене. Каярахпа, район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн начальникĕнче, кунти инженерта вăй хунă май, А. Михайлов сĕт-çу фермисемпе сысна ĕрчетмелли комплекссем, автомобиль çулĕсем тунă çĕре хăйĕн сумлă тÿпине хывнă. Районти 89 ялтан 40-шне вăл çине тăнипех çут çанталăк газĕ çитернĕ.

Анчахрах Александр Павлович 70 çул тултарчĕ. Çав ятпа, унăн строительствопа газ кĕртес ĕçсенчи сумлă тÿпине тивĕçлипе хакласа, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. В. Андреев, “Чувашгаз” патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ В. Новицкий, тулли мар яваплă “Чувашсетьгаз” акционер пĕрлешĕвĕн “Цивильскмежрайгаз” филиалĕн директорĕ С. А. Романов А. Михайлова юбилей ячĕпе саламланă, район пуçлăхĕ С. А. Николаев район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Акă, мĕн тенĕ хăй саламĕнче В. Новицкий: “Хисеплĕ Александр Павлович! Сирĕн пĕтĕм пурнăç строительствопа çыхăннă. Юлашки 12 çулта Эсир районти ялсене газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçлетĕр. Çак йывăр ĕçе Эсир сахал мар вăй-хал панă, ял çыннисен килĕсене ăшăпа хăтлăх илсе кĕнĕ, вĕсене пурăнма кирлĕ условисем туса панă. Ĕçри пултарулăх, ĕçе йĕркелеме, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пĕлни, хушнă ĕçшĕн яваплăха туйни сире ыттисенчен уйăрса тăраççĕ. Çак юбилейлă кунра Сире, хисеплĕ Александр Павлович, ырă сывлăх, ĕçре ăнăçу, пурнăçра ырлăхпа телей сунатпăр. Сирĕн çăмăл мар ĕçшĕн калама çук пысăк тав Сире”.

“Сирĕн пĕтĕм пурнăç çулĕ — хăвăра хĕрхенмесĕр халăхшăн ырми-канми ĕçленин, хăвăр ĕçе чунтан парăннин тĕслĕхĕ. Пурнăçри хăвăр опыта, вăй-хала Эсир ялта, районта пурăнакансене лайăхрах пултăр тесе тăрăшас ĕçе панă. Сирĕн строительствопа ялсене газ кĕртес ĕçĕре район администрацийĕ пысăка хурса хакланă. Халăх Сире шанать, çакна Сире район Пухăвĕн депутатне 3 хутчен суйлани тепĕр хут çирĕплетет.

Хастар ĕçшĕн хĕрÿллĕ салампа тав сăмахĕсене йышăнсамăр, пурнăç çулĕнче тĕл пулакан çынсен хĕрÿллĕхĕ Сире яланах ăшăтса тăтăр! Çак кун Сире нумай çулсем пурăнма ырă сывлăх, телей, лайăх кăмăл-туйăм, савăнăçпа ырлăх сунатăп.

Сире хисеплесе, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. СЕМЕНОВ”.

* * *

“Пысăк социаллă активлăх, малашлăха курма, йывăр ыйтусене çийĕнчех тата тĕрĕс татса пама пĕлни, Сире ытти çынсенчен уйăрса тăрать, малашне те çав пахалăхсем нумай ĕçсенче Сирĕнте юласса шанатăп.

Кирек епле лару-тăрура пурнăç пахалăхне лайăхлатас çĕрте чи кирлĕ те юрăхлă йышăнусем тупма пĕлни хисепе тата тав сăмахĕсене тивĕç.

Сире ырă сывлăх, çĕнĕ шухăшсемпе пурнăç тĕллевĕсене татса парас ĕçре, мĕн пур пуçарусенче пысăк вăй-хал, ăнтăлу, телейлĕ те савăнăçлă пурнăç сунатăп.

Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. АНДРЕЕВ”.

* * *

“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн коллективĕ те çÿлерех асăннă саламсем çумне хаваспах хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика