АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Четрикри вăрă

28 октября 2008 г.

 

Район сучĕ вăрра тивĕçлипе айăпланă. Ăна РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйин 3-мĕш пайĕнчи “а” пункчĕпе килĕшÿллĕн, малтан судпа айăпланнине тата ун вăхăчĕ тухманнине шута илнĕ, икĕ çул та ултă уйăхлăха ирĕкрен хăтарнă.

Ямăттине хапсăнакансем йышланчĕç халь. Уйрăмах хаяр шĕвекпе туслашнă çынсем хăйсене ирĕк туяççĕ. Кашни ялта тенĕ пекех пур вĕсем. Пĕчĕк яла Четрике çитсе курар-ха. Кунта вăрăсем ĕрчесе кайни куç кĕретех. Ятне-хушаматне асăнмăпăр. Çавах та çак ялта пурăннă, 1984 çулта çуралнă çамрăк ют çыннăн пурлăхне куç хывнă. Лешĕ райбольницăра выртнă пулнă.

Вăй питти çавăнпа усă курнă та. Каç пулттипе унăн кил-хуçалăхне çенĕк чÿречине илсе кĕнĕ. Чăланăн алăк питĕрмеллине çĕмĕрнĕ. Çакăнтан вăрă 12 кĕленче шурă эрех йăкăртса кайнă. Пĕр кĕленчи — 100 тенкĕ. Çаратнă пурлăха çамрăк анкартинче пытарнă. Пилĕк кĕленчине тус-юлташĕсемпе ĕçсе савăннă. Ытти пулăштухсене ытти кунсенче ĕçнĕ. Пушă кĕленчисене çапса çĕмĕрнĕ.

— Эпĕ эрех вăрламан. Икĕ литр спирт кăна йăкăртса тухнă. Тата пластикăлла савăтра çур литр хутăштарнă спирта илсе тухрăм, — суеçтернĕ судра вăрă. — Эпĕ çаратма шутламан.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика