28 октября 2008 г.
Октябрĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун, малтан палăртнă пекех, райхаçат редакцийĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе “тÿрĕ лини” ирттерчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлович Рожков район çыннисемпе телефонпа çыхăнса ыйтусене хуравларĕ. Пĕтĕмпе икĕ сехете яхăн пычĕ ыйту-хурав. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе çыхăннă çырусем “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине те килнĕ. Ыйтусем районти шалти ĕçсен пайне хирĕç вырнаçнă лавкка умĕнче час-часах ÿсĕрсене курма пулни, ку тĕлĕшпе милици ĕçченĕсем еплерех тăрăшни, районта ачасем право йĕркине пăсасран асăрхатарассипе мĕнле вăй хуни, преступленисене уçса парас енĕпе еплерех ĕçлени тата ыттисем те пулчĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн пÿлĕмĕнче иртнĕ “тÿрĕ линие” районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн начальникĕ С. Батраков, штаб начальникĕ Л. Мащенко, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Алексеев хутшăнчĕç.