28 октября 2008 г.
Районти тĕп библиотекăра чечексене юратакансен клубĕ ĕçлеме пуçларĕ. Чăнах та, чечексен илемлĕхĕ, сăн-сăпачĕ пурнăçпа, туслăхпа юратупа çыхăннă.
Асăннă клуба библиотека çумĕнче уçас тĕлĕшпе Красноармейскинчи чечек ăсти, вĕрентекен-ветеран Валентина Степановна Антонова ырă пуçару тунă. Вăл пĕрремĕш заняти валли “Чечексем — манăн савăнăç” электронлă презентаци хатĕрленĕ.
Занятие пухăннисем, библиотека ĕçченĕсем чечексен ăстисене пулăшас тĕллевпе хатĕрленĕ “Чечексенче — вăрттăнлăх вăй” выставкăпа паллашрĕç, çулталăк валли ĕç планне йышăнчĕç.